26 июля 2016 г.
Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ. Урал патшалăх университетĕн- че вĕреннĕ хыççăн Мускавра аспирантура тата докторантурăра пĕлỹ пухнă. Философи категорийĕ, наци культури, синоргетика тата ытти ыйтусемпе пилĕк монографи, нумай-нумай статья çырнă. Философи наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççейри социаллă наукăсен академийĕн академикĕ.
Н. Исмуков _ вун икĕ кĕнеке тата "Ахăр самана" сăвăлла трагеди авторĕ. Унăн сăввисене хамăр çĕршыври тĕрлĕ халăх чĕлхине тата итальянла, французла, акăлчанла, полякла куçарнă. Литературăпа наукăри ĕçсемшĕн Чăваш патшалăх премине, "Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ" ята тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра Шупашкарта коопераци институтĕнче вăй хурать. Кăçал район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн "Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята панă.
Вулакансене юлашки вăхăтра çырнă хăш-пĕр сăввисемпе паллаштаратпăр.
Лантăш _ телей таврăнни
Епле килсе эс ỹкрĕн шурă лантăш,
Хырайĕнчен ман пĕчĕк пахчана?
Шкул хĕрачи пек шур хăюллă тантăш
Сана кĕтсеччĕ эпĕ тахçанах.
Чĕм кĕртрĕм мар-и унчченхи сăвва та
Сан сивĕ те таса сывлăшупа.
Асилỹпе чуна хырса çăватăп,
_ Тасалтăр тетĕп уçăмсăр шăпа.
Ытараймасăр лантăша ан татăр
Пахча çумĕпеле çỹренĕ май.
Антив хур мăйлă кăкшăм пушă тăтăр,
Чечексĕрех хитре вăл хăйне май.
Вăрман хăни ял пахчине ансассăн
Телей килет тееççĕ халăхра.
Эп халиччен телей курман пулсассăн
Ăçтан илсе вăл килтĕр? _ калăр-ха.
Сан умăнтан хуллен иртсе пыруçăн
Пĕр шухăш ылмашать тепринпеле...
Чунра халь çутă, кăмăлăм та уçă!
Тăванăм, çакă мар-и вăл телей.
Йăмра эрешĕ _ çырлахулăх
Кĕрхи чечек йăмра эрешĕ
Пĕрĕхтерсе сим-пыл сапсан,
Хĕлле валли апат илесшĕн
Сĕрлет, кĕшĕлтетет сăпса.
Сап-сар хĕвел чĕппи пек сарă
Пыл хурчĕ пăрахман ĕçе.
Кĕрлет кунта та кĕр пасарĕ,
Мухтать çу панă çимĕçе.
Танлаштару шур лĕпĕш майлă
Куç умĕнчех вĕçсе çỹрет.
Çак хĕвĕшỹ ĕçчен, сăпайлă
Ял халăхне асилтерет..
Йĕтем çинче çын тĕркĕшетчĕ
Кашни çулах кĕркуннепе.
Ун чух та тырă валеçетчĕç
Ĕçкун пуçне кĕрепенке.
Çапла, калхус тени хуçаччĕ,
Эпир тарçиччĕ, тупата.
Пуç çĕклейми налук хуратчĕ
Патшалăх текенни тата.
Епле майпа эп чĕрĕ юлнă
Çав самана таптавĕнче.
Пурĕпĕрех вылянă-кулнă
Кĕрхи хĕвелĕн хĕвĕнче...
Пыл хурчĕ те, тĕкĕл тура та,
Лара-тăра пĕлмен сăпса,
Сире, сăмахăма татса,
Ачалăхран салам яратăп,
Вăй патăр тетĕп юратса
Астра _ шанчăк
Тăм ỹкрĕ, çумăр асрĕ,
Лỹшкерĕ пĕр кана.
Ан парăн, хĕрлĕ астра,
Йĕпе-сапа куна.
Ан тив сив çумăр çутăр
Калинккене çапса,
Кĕрпекленсе юр çутăр
Пукрав çывхараспа,
Эс пурпĕрех хĕвелĕн
Пĕр ванчăкĕ пулса
Ыр туйăмсем парнелĕн
Савни пек йăл кулса.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)