26 июля 2016 г.
Тин çуралнă ачана кăкăр сĕтне ĕмĕртме тăрăшмалла. Унта кирлĕ витаминсем çителĕклех. Нимĕнпе те улăштарман аминокислотасем ачана аталанма пулăшаççĕ, нерв системине çирĕплетеççĕ, куç органĕсене аталантараççĕ. Сĕтри альбуминсем часах ирĕлеççĕ. Иммунитет çирĕпленет. Унра А, Е, К, Д витаминсем те пур. Кăкăр сĕчĕ вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеттерме пулăшать.
Амăшĕн кăкăрĕпе ỹсекенсем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕп аталанаççĕ. Енчен те амăшĕ гриппа е урăх инфекци чирĕпе чирленĕ пулсан ĕмĕртме тăхтамалла. Чир сĕт е сывлăш урлă ачана куçма пултарать. Кун пек чухне пĕчĕккипе çемьери урăх çын ларсан та вырăнлă. Енчен те май пулмасан амăшĕн темиçе хут марльăран тăракан маска çыхмалла. Ăна вĕри утюгпа якатмалла.
Кăкăр ĕмĕртекенĕн врач хушмасăр эмел ĕçмелле мар. Уйрăмах антибиотиксенчен асăрханмалла. Ацетилсалициловăй кислотапа та усă ан курăр.
И. КУДАНОВА, педиатр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)