29 июля 2016 г.
Чăваш Республикин гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн кăтартăвĕпе Чăваш Енти шыв объекчĕсенче пулнă 36 инкеке шута илнĕ. Чи пăшăрхантараканни _ ырă кăмăл-шухăшпах шыва кĕрсе уçăлас текенсем путса вилни. Кăçал ку таранччен çакнашкал синкерлĕх- ре 37 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ эрнере çеç Çĕмĕрле тата Муркаш районĕсенче çак сăлтавпа 37 тата 25 çулсенчи арçынсемпе ĕмĕрлĕх сывпуллашнă. Ятарлă служба сотрудникĕсен тĕпчевĕ тăрăх иккĕшĕ те хĕрĕнкĕ пуçпа çапла теветкеленнĕ.
Шăрăх çу кунĕсем малалла тăсăлаççĕ-ха. Апла пулсан, шыва кĕмелли сезон та халех вĕçленмест. Мĕн пур йĕркене пăхăнса шывра ишни, çан-çурăма тĕреклетни, иммунитета ỹстерни пуриншĕн те лайăх. Анчах та ỹсĕрле е тата мухтанса тарăн вырăна кĕрсе каймалла мар. Шăнăр туртса илме те, вăй пĕтсе кайма та пултарать. Ан манăр: шывăн турачĕ çук!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)