АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тăваттăмĕш аваринче çын пурнăçĕ татăлнă

29 июля 2016 г.

Районти ГИБДД начальникĕ Александр Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ оперативлă кăтартусенчен кашни водителĕн тата çуран çỹрекенĕн çамка çине картмалăх сăлтавĕ пысăк. Ку таранччен пирĕн районти çулсем çинче 20 авари пулнă. Вĕсенче пилĕк çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 28-шĕ вара аманнă. Урăхла каласан, кашни тăваттăмĕш авари синкерлĕхпе вĕçленнĕ! Ку тĕлĕшпе уйрăмах çу уйăхĕ пăтăрмахсемпе пуян. Ун чухне вилепе çыхăннă виçĕ тĕслĕх пулнă. Вĕçленсе пыракан утă уйăхĕнче те пăшăрханмалли тĕслĕхсем пулсах тăчĕç. Маларах Нăрваш Шăхаль çывăхĕнче пулнă аваринче Шăнкăртам арçыннин вăхăтсăр куçĕ хупăнчĕ, халĕ тата виçĕмкун çеç Туçара пурăнакан 48 çулхи ача амăшне çăмăл автомашина çапса хăварнă, вилмеллех амантнă. Çак авари каçхине, шăпах тавралăха тĕттĕм карса илнĕ чухне сиксе тухнă. ГИБДДран пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм велосипедпа ĕçрен таврăннă, ун тумтирĕ, велосипечĕ çинче те каçхине çутатакан паллăсем пулман. Çĕнĕ Шупашкартан яла анакан водитель ỹсĕрри вара чăнах та тĕлĕнтерет. Инçе çула хĕрĕнкĕ пуçпа мĕнле тухма пултарнине пĕр хăй çеç хурав пама пултарĕ.

Хисеплĕ водительсем! Инкек куçа курăнса килменнине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та эрехне черкке хыççăн черкке ỹпĕнтерни сирĕн паттăрлăха кăтартмалли сăлтав мар. Ун пек чухне килте пулнинчен пахи те çук.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика