АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав кăтартăвĕнче _ ялсен малашлăхĕ

29 июля 2016 г.

Çĕршывра "Ялта çителĕклĕ _ çĕршыв тĕреклĕ" девизпа иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пырать. Вăл июлĕн пĕрремĕшĕнчен пуçланчĕ, августăн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Халь пур ялтах кăвак тĕслĕ жилетпа карттус тăхăннă, сумкка çакнă çыравçăсене (хăшĕ-пĕри вĕсене почтальонсемпе те пăтраштарать) курма пулать. Кашни килех çитеççĕ вĕсем, ыйтусем параççĕ. Пирĕн районта та çак мероприятие хутшăнакансем пысăк хастарлăхпа ĕçе пикенчĕç. Ĕнерхи кун тĕлне уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен 70 проценчĕпе тĕл пулнă.

Ял хуçалăх çыравĕ тата унăн тĕллевĕ пирки район хаçатĕнче сахал мар çыртăмăр, ытти массăллă информаци хатĕрĕсенче те чылай çутатрĕç. Анчах пĕрех халăхра иккĕленчĕклĕ шухăшсем сĕврĕлсех пĕтмерĕç _ нумайăшне налук тỹлеттерессине ỹстересси хăратать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн пан улми йывăççисемшĕн те укçа кăларса хума тивни ял çыннин асĕнчен халĕ те тухмасть иккен. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕ, аслă çултисем каласа панине ăша хывнă пулмалла, ваттисем вара хăйсем çакăн витĕр тухнă. 2006 çулта юлашки хут иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ хыççăн уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарассишĕн патшалăх пулăшусем ытларах уйăрма пуçларĕ пулин те, пĕрех чунсенчи шиклĕх пĕтменни сисĕнет. Çавна май çыравçăсен кашни çынпа тата ăнлантарусем ирттерме те тивет. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш участокри çыравçăсем пĕтĕмĕшле илсен респондентсем 12 листара вырнаçнă 18 тĕп тата вĕсем çумĕнчи хушма ыйтусене кăмăллăн хуравланине палăртрĕç. Участока И. Авинов инструктор ертсе пырать. Кунти 7 çыравçă Патăрьел, Тăрăн, Ыхра Çырми, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе ĕçлеççĕ.

Районта çырав еплерех пынине тĕплĕнрех çутатас тĕллевпе Патăрьел ялĕпе çỹрекен Т. Скворцовăпа пĕрле эпир те Канаш урамĕнчи 10-мĕш çуртра пурăнакан А. Федоськина патне çитрĕмĕр. Вăл пире ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Татьяна Герольдовна ăна хăйĕнпе паллаштарчĕ, чăннипех те çыравçă пулнине ĕнентерекен удостоверенине, пĕрлех паспортне кăтартрĕ. Сăмах май çакна каласа хăвармалла: пур çыравçăн та çумĕнче документсем пур, çакна ултавçăсен, усал шухăшлă çынсен аллине çакланасран тунă. Унтан пан улми, чие тата ытти йывăçсен сулхăнĕнче ĕçе пикенчĕç. Кашни ыйтăва Анна Александровна туллин хуравларĕ. Вăл пахчара мĕн-мĕн çитĕн- тернине тата çимĕçсене ачисене панине каласа пачĕ. Кил хуçи сăмахĕсем хыççăн Т. Скворцова пĕр листа хыççăн теприне тултарчĕ.

_ Çынсем ытларах каçпа тата канмалли кунсенче килĕсенче, çав вăхăталла вĕсем патне çỹреме тăрăшатăп. Манăн 450 хуçалăха çитмелле, каçченех ĕçлеме тивет. Малтанласа документсене тултарасси те хăрататчĕ, халь хăнăхса çитрĕм, _ тет Т. Скворцова.

Çыравçăсене ялсенче пушă çуртсем нумайланни те пăшăрхантарать. Акă, Татмăшпа Кивĕ Катекре вĕсем 100е яхăнах. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕçленесси шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çырав хыççăнхи кăтартусене налукçăсене тата ытти органсене те памаççĕ.

Çыравçăсем пухнă информацие ял тăрăхĕсемпе, районсемпе çеç пĕтĕмлетеççĕ. Ял тăрăхĕн-че миçе гектар çĕр, мĕн чухлĕ тухăç илнине, миçе выльăх усранине палăртаççĕ. Çавăнпа та ыйтусем çине хуравлама, налук хурасран хăрама кирлĕ мар.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика