АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Единая Россия" аталану тĕп çул-йĕрне палăртрĕ

29 июля 2016 г.

 Пур политика партийĕн те суйлав умĕнхи съезчĕсем хыçра ĕнтĕ. Партисен Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсен пĕтĕмĕшле списокĕсем те хатĕр. Анчах та эпир авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Патшалăх Канашне те суйлатпăр. Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕсене политика партийĕсенчен регионти партконференцисенче тăратаççĕ. Владимир ПУТИН: "Суйлавçăсем "Единая Россия" партине шанчĕç, çак ăнăçу вăхăтпа тĕрĕсленнĕ, çитĕ- нỹсемпе, конкретлă ĕçсемпе çирĕпленнĕ, суйлав умĕнхи шантарнисемшĕн яваплăхпа çыхăннă. Шансах тăратăп: пĕрле чухне эпир кирек мĕнле йывăрлăхсене тата тĕллевсене парăнтаратпăр, енчен те эпир çынсене илтетпĕр пулсан. Çавăн чухне эпир хамăр умри тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр. ("Единая Россия" партин ХV съездĕнче тухса каланинчен.

http:||www.Kremlin.ru|events| president|news|52279)

Эрнекун, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, "Единая Россия" партин регионти ХХIV партконференцийĕ иртрĕ. Единороссем хăйсен форумне Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттерчĕç. Ăна йĕркелекенĕсем конференци ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Конференци делегачĕсемпе хăнисене филармоние пырса кĕнĕ çĕрте "Вăйлă Раççей _ пĕрлĕх- лĕ Раççей" ("Сильная Россия _ единая Россия") пысăк баннер кĕтсе илчĕ. Фойере вĕрсе каламалли музыка оркестрĕ вылярĕ. Пỹлĕме парти стилĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе илемлетнĕ. Фойе тăршшĕпех лартса тухнă "Единая Россия" команди тунă" пĕрлехи тематика тăрăх йĕркеленĕ тата ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ стендсем уйрăмах килĕшỹллĕ пулса тухнă. Çỹлтен аялалла вырнаçтарнă куçăмлă плакатсенче тĕрлĕ ĕçре тата тытăмра тунă ỹсĕмсене уçăмлăн та пурне те ăнланмалли кăтартса панă. Пĕтĕмпех ĕнентермелле пулса тухнăран конференцие хутшăннисем вĕсене кăсăкланса йышăнчĕç.

Конференци уçăлас умĕн кăтартнă пысăках мар фильм та çав темăна халалланăскерех пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, единороссен каласа памалли пурах. Конференци пынă вăхăтра та вĕсем умра тăракан çивĕч ыйтусене сỹтсе явассинчен пăрăнмарĕç. Тухса калаçнă çынсен сăмахĕсенчи тĕп шухăш çапла пулчĕ: вĕсем общественноçпа кирек мĕнле ыйтусене те, çав тери çивĕчленсе çитнисене те сỹтсе явма хатĕр иккен.

Конференцие "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Конференцин президиумне тата ĕç органĕсене йĕркеленĕ хыççăн форум хăйĕн тĕп ĕçне тытăнчĕ. Конференцие хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Михаил Васильевич хăйĕн уçăмлă та хĕрỹллĕ сăмахĕнче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче тунă тĕп ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, вĕсене пĕтĕмпех республика Правительстви "Единая Россия" партин регионти парторганизацийĕпе тачă çыхăнса ĕçленипе пулса çитнĕ. Йышăннă программăсем пурнăçа кĕреççĕ, шантарнисем сăмахпа çирĕпленеççĕ. Анчах та, Михаил Игнатьев каланă тăрăх, хальлĕхе пурнăçа кĕртмелли нумай ыйту çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Вăл конференцие хутшăннă çынсене хастар ĕçлеме чĕнсе каларĕ тата çитес суйлавра сулăмлăнах çĕнтерес шанчăк пуррине палăртрĕ. Вăл каланă сăмахсем ĕнентерỹллĕ пулнине сцена варринче вырнаçтарнă пысăк экран çинче кăтартакан слайдсем те лайăх çирĕплетрĕç.

Çакăн хыççăн чăваш единоросĕсен лидерĕ Николай Малов сăмах илчĕ. Вăл регионти парти организацийĕн ĕçне-хĕлне тĕплĕн тишкерсе тухрĕ. Николай Владимирович Раççей Президенчĕ Владимир Путин партин ХV съездĕнче каланă сăмахсенчи йĕркесене илсе кăтартнă май, çынсене итлеме пĕлни, шантарса каланă сăмахсемшĕн яваплăха туйма кирли, шалти политика лару-тăрăвĕнче сулăмсем пулмалла марри çинчен аса илтерчĕ. Николай Малов çавăн пекех партин суйлав умĕнхи тата ун хыççăнхи çулсенчи вăраха ямасăр пурнăçа кĕртмелли задачисене палăртрĕ. Вăл çавăн пекех хăйĕн ĕçтешне Леонид Черкесова 38-мĕш Шупашкар суйлав округĕ тăрăх РФ Патшалăх Думине депутата суйлама кандидата тăратнă ятпа саламларĕ.

Малалла Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ гимнази директорне Инна Исаевăна сăмах пачĕç. Инна Владиславовна хăйĕн чĕрĕ те хавхалануллă калаçăвĕн- че партин "Чăваш Ен _ пурăнма хăтлă регион. Аталану приоритечĕсем" проектне пурнăçласси çинчен темăна хускатрĕ. Вăл çĕршыв ертỹлĕхĕ _ Раççей Президенчĕ тата "Единая Россия" парти лидерĕ Владимир Путин тата Правительство пуçлăхĕ Дмитрий Медведев _ хальхи экономика условийĕсенче тĕп тата приоритетлă çул-йĕр çине тĕллевлĕн пăхмалли çинчен чĕнсе каланине палăртса хăварчĕ. Парти проекчĕ шăпах çав çул- йĕре суйласа илнĕ те, вăл партин суйлав умĕнхи программине ылмаштармасăр унăн хушăмĕ пулса кĕрет. Инна Исаева тата çакна та тимлĕхе илчĕ, партин Чăваш регион уйрăмĕ унчченех ĕнтĕ ку енĕпе ĕçлеме пуçланă, ку, вăл шухăшланă тăрăх, республикăри парти организацийĕн пиçĕлĕхĕ çинчен калать.

Единороссен ĕçне-хĕлне йĕркелесе пыракан план никĕсĕнче _ общественноçпа ялан пĕр çыхăнура пуласси. "Çавра сĕтел" калаçусем, тематикăлла форумсем йĕркелессине плана кĕртнĕ. Халăхпа ирттерекен тĕлпулусенче халăх час-часах хускатакан ыйтусенчен ытларахăшĕ медицина аталанăвĕпе, çул-йĕр тăвассипе, тивĕçлĕ шалу тỹлекен ĕç вырăнĕсем уçассипе çыхăннисем. Чăваш Енри единороссем çитес çулсенче шăпах çак енсене тарăн тимлĕхе илсе ĕçлеме палăртаççĕ.

Малалла конференцин организациллĕ, ĕçлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне "Единая Россия" парти енчен суйланма тăратнă кандидатсен списокне вуласа пачĕç. Тăхтав вăхăтĕнче вăрттăн сасăлассине йĕркелесе ирттерчĕç, унтан конференци делегачĕсем сасăлав кăтартăвĕсене çирĕплетрĕç.

Конференци вĕçĕнче Шупашкар хулин иккĕмĕш больницин тĕп врачĕ Лидия Веденеева тухса калаçрĕ. Вăл делегатсем патне сĕнỹпе тухрĕ, "пĕрлехи парти фронтне" туса хума чĕнсе каларĕ. Пурне те çынсем патне çитме, вĕсене ку таранччен парти мĕнле ĕçсем туни, малашлăх планĕсемпе пуласлăх çул-йĕрĕсем çинчен каласа пама ыйтрĕ. Лидия Владимировна шухăшĕпе, партин кашни хастар членĕн çак ĕçе хăйĕн тỹпине хывмалла. Çавăн чухне кăна парти витĕмлĕ çĕнтерỹ тăвĕ. Унăн калаçăвне залра ларакансем алă çупсах йышăнчĕç.

Кăмăл-туйăмсем харсăр, приоритетсем паллă, малашлăхра ĕçсем нумай. "Единая Россия" партин конференцийĕнчи ат- мосферăна тата унăн пĕтĕм- летĕвĕсене кĕскен çапла хаклама пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика