29 июля 2016 г.
"Ку шăтăка выльăх-чĕрлĕх кĕрсе ỹксен - тухаймĕ," - теççĕ Россельхознадзор инспекторĕсем, çав вырăна Куславкка район администрацийĕн çырăвĕ тăрăх çитсе килнĕскерсем. Пăрмас ял тăрăхĕн территорийĕнче 1,2 метр тарăнăш траншея чавса тухнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче. 500 метра тăсăлаканскерĕн сарлакăшĕ те пĕчĕк мар - 1 метр. Темиçе çул каялла чавни куç кĕрет - хĕррисем йăтăнса анса пĕтнĕ.
Кăпăшка сий юлманнине специалист кăна мар, ахаль иртен-çỹрен çын та ăнланса илĕ. Анчах та никама та явап тыттарма май килмен ун чухне. Пулăхлă сие пĕтерекен кам пулнине пĕлеймен. Мĕншĕн тесен çав лаптăк тĕлĕшпе межевани туман тата ăна арендăна та паман иккен.
Чăннипе, çак районта инспекторсем çакăн евĕрлĕ ыйтупа пуçласа пулмаççĕ. Тимĕр пăрăхсене улăштарнă чухне пулăхлă тăпрана аркатса пĕтерни пирки унччен те систернĕччĕ çав енренех.Чăнах та, Тутарстанри пĕр общество кăпăшка çĕре тăмпа хутăштарса яни çиеле тухнă. Самара тата Чĕмпĕр облаçĕсен çыннисем демонтаж ĕçĕсене йĕркеленĕ. Ĕçе пурнăçлакан подрядчик вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи ĕç йĕрки пирки шутласа пуç ватман.
Управленин патшалăх аслă инспекторĕ Валерий Новосельцев каласа панă тăрăх, Чăваш Енре газ е нефть пăрăхĕсем хунă е автоçулсем тунă чухне çĕрĕн паха сийне вырăнтан тапратнă тĕслĕхсем кашни çулах тенĕ пек тĕл пулаççĕ. Пăрăхсем хунă вырăна çỹрекен ятарлă техника тата автотранспорт та ял хуçалăх çĕрĕсене сахал мар шар кăтартать. Сăмах май, стройтехника 1-2 хутчен иртсе кайнипех ỹсен-тăран тата çĕрĕн çиелти сийĕ арканать. Тăпра тытăмĕ япăхланни вара çĕре те, ỹсен-тăрана та начар витĕм кỹрет.
Чăннипе, саккунсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче (ăна урăх категорие куçармасăр) пăрăхсем хума чармаççĕ. Анчах та кунашкал ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур.
Чи малтанах лаптăк хуçисене пĕлтермелле.
Ĕçе пуçăниччен хатĕрленỹ тапхăрне кирлĕ пек ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта чи малтанах рекультиваци проекчĕ (япăхлатнă çĕрсене йĕркене кĕртес енĕпе ирттермелли ĕçсем) пирки сăмах пырать.
Техника рекультивацийĕ ирттернĕ май çиелти сийе (гумус) упрас енĕпе те тимлĕ пулмалла. Питĕ тимлĕ тенĕ пулăттăм. Кирлĕ ĕçсем ирттернĕ хыççăн каялла хăй вырăнне хуракан тăпран пахалăхĕ те, калăпăшĕ те чакмалла мар. Ăна ытти сийпе, сăмахран, тăмпа, хутăштарса ярасран сыхланмалла.
Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал ĕçĕн тата - хăйĕн вăхăчĕ. Калăпăр, пулăхлă тăпрана сивĕтсен, хĕле кĕриччен хырса илмелле. Рекультиваци ирттернин пахалăхне çĕр хуçи вегетаци тапхăрĕнче (июнь-сентябрь) çеç хаклама пултарĕ: ỹсен-тăран епле шăтса тухнине тата çĕр мĕнле пулнине кура тата ытти, тата ытти те. Çĕр пахалăхне чакарни çирĕпленсен ытларах чухне штрафлаççĕ.
Саккунсем тăрăх вара предприяти ĕç-хĕлне 90 кунлăх чарса лартма та ирĕк пур.
Сирĕн тăрăхра, ытти çĕрте çакнашкал йĕркесĕрлĕх куç умне пулсан управление пĕлтерсен аван. Çĕрпе тухăçлă усă курмалла!
Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)