29 июля 2016 г.
Кучухне кĕсье телефонĕ тата интернет çыхăнăвĕ питĕ анлă сарăлнă. Хальхи вăхăтра ăна "çур пурнăç" тесе хакласан та йăнăш пулмĕ. Анчах та çак тетелсен ыррипе пĕрлех усалли те çумра çỹрет темелле. Мошенниксем çыхăну хатĕрĕсемпе супер-специалист пулнăран, паян пĕри, ыран тепри усал серепине çакланса шар курать. Çакнашкал пăтăрмахсене сирсе ярас, ултавçăсене парăнас мар тĕллевпех нумай пулмасть республика тата район хаçачĕсен представителĕсемпе тĕп хуламăрти ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕ пресс-конференци йĕркелерĕ. Хавхалантарса çырнă СМСкăсене ан ĕненĕр!
Палламан çынсен электрон счечĕ çине укçа ан куçарăр!
"Сирĕн картăна блокировать тунă" тенине тĕрĕс тесе ан шутлăр.
Кĕске номер çине укçа куçарма ыйтни те ултав!
Интернет урлă таварсем туяннă чухне асăрханăр!
"Телефонпа калаçнă чухне эпĕ хама банк ĕçченĕ пулнине, вĕсен банк карточкисене блокировка тунă тесе пĕлтереттĕм. Карточка çинче мĕн чухлĕ укçа упраннине ыйтма та манман. Шухăшласа ĕлкĕреймен клиентсем карточка номерне те, парольне те хăйсемех калаççĕ. Çак меслетпе эпĕ 200 пин тенке яхăн тупăш тунă",_ пĕр намăсланмасăрах каласа парать 23 çулхи çамрăк (видеори кадртан).Преступник хăйĕн йĕрне çухатайман. Чăваш Енĕн йĕрке хуралçисем Челябинск облаçĕнче аллисене çурăм çине хуртарнă. Мошенник пирĕн республика çыннисемпе те çыхăнăва тухни пушшех сехĕрлентерет. ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов çирĕплетнĕ тăрăх ку таранччен çак каччă 14 çынна чике тăршшĕ лартнă. Маларах асăннă çамрăк çын питĕ оперативлă ĕçленĕренех 3 сехетре 300 çынна шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ! Вĕсенчен 299-шĕ улталанман, пĕри çеç унăн условине пурнăçлама килĕшнĕ.
Пакунлисен массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсемпе куçа-куçăн тата уççăн калаçма сăлтавĕ те пысăк. Кăçалхи ултă уйăхра çеç 1152 преступление шута илнĕ. Вăл шутра пирĕн районта çакнашкал вунă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.
_ Мошенниксем пирки халăха хаçат урлă май пур таран ăнлантаратпăр пулин те, çакнашкал преступлени тăвасси чакмасть: талăкра 5 _ 10 преступление те шута илетпĕр. Маларахри çулхисемпе танлаштарсан, вĕсем вуншар çеç мар, çĕршер,_ хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ управлени пуçлăхĕ.
Пресс-конференцире мошенниксен ултав мелĕсем пирки те анализ туса пачĕç. Вĕсенчен чи анлă сарăлни _ банк картине блокировка тунă тесе пĕлтерни. Е тата çывăх çын авари туса, е тата наркотик сутса полицие çакланнă тесе хăратни, çавна май унран телефон номерĕ çине укçа хума ыйтни тата ытти те. Тепĕр тĕслĕх. Компьютер çăмăллăхĕпе усă курса пĕлтерỹсене йĕрлесе пыракан мошенниксем сутă тума тăратнă тавара туянасси пирки пĕлтереççĕ. Савăнăçлă хыпарпа хыпăнса ỹкнĕ автомашина е ытти тавар хуçи кутăнла-пуçăнла шутламасăрах укçан пĕр пайне карточка çине куçарма унăн номерне калать. Ара, çакă паян укçапа операци тумалли кучухнехи меслет-çке. Ниçта кайса вăхăта ирттерсе те çỹремелле мар... Çапла çынна ĕненсе шар курать те интернет çăмăллăхĕпе усă куракан.
Ултавăн ури саккăр теççĕ. Ку ĕнтĕ хура ĕç тăвакан епле хăвăрт та оперативлă, меслетлесе ĕçленипе çыхăннă. ШĔМĕн "К" пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Валерий Чернов шăпах çавнашкал меслетсем çинче чарăнса тăчĕ. Специалист журналистсем умĕнче тĕпчесе пĕлнĕ 12 меслет пирки аса илтерчĕ. Çак цифра тата пысăкрах та пулма пултарать, мĕншĕн тесен мошенниксем услам тăвас тĕллевпе талăкра 24 сехет чĕлкĕм куç хупмасăр вăрттăн çул-йĕрсене шутласа кăларма пултараççĕ.
Вулакана çакна та асăрхаттармалла: преступниксем сирĕн карточкăн юлашки номерĕсене тата тỹнтер енчи виçĕ цифрăна пĕлсен "электрон енчĕке" çăмăллăнах пушатма пултараççĕ. Çавăнпа та карточкăна никама та шанса памалла, кăтартмалла мар. Банкоматран укçа илнĕ чухне те унпа вăрттăн ĕçлемелле, номерĕсене хупламалла, чекне çийĕнчех çурса тăкмалла е пĕрле илмелле. Мĕншĕн тесен мошенниксем çак хут таткинче çырнă цифрăсемпе те хăйсене кирлĕ "операци" тума пĕлеççĕ. Урăхла каласан, паянхи компьютер ĕмĕрĕ пурне те тĕплĕн шутлама, ваттисем калашле, çиччĕ виçсе пĕрре касма ыйтать. Никам та ултавăн чури ан пултăр!
Альбина ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)