АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ хуралçисем старта тăчĕç

29 июля 2016 г.

Çак кунсенче Каçалта республикăри "Пограничное братство" обществăлла организаци йĕркеленине пиртен вăхăтсăр уйрăлнă чикĕ хуралçисене асăнса тата асра тытса уçă ăмăрту иртнĕ. Старта тăракансем хушшинче пограничниксемсĕр пуçне хăйсен служба тивĕçне Афганистанра, Çурçĕр Кавказра тата ытти çар чаçĕсенче пурнăçланă тĕрлĕ çулхи салтаксем пулнă. Ăмă

ртăва Шупашкарсем, Канашсем, Вăрнарсем, Каçалсем тата пирĕн районти пограничниксем те хастар хутшăннă. Симĕс беретлисем чăн малтанах Каçал тăрăхĕнчи чикĕ хуралçисене чыс та хисеп туса лартнă палăк умĕнче пуç тайнă, ун хыççăн илемлĕ уçланкăра спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă. Тĕрлĕрен спорт тупăшăвĕнче Патăрьелсем те палăрнă, призлă вырăнсене йышăннă. Мини-футболла тата волейболла выляссипе пирĕн команда виççĕмĕш вырăншăн тупăшса çĕнтернĕ. Çĕр метрлă дистанцие парăнтарассипе вара хăйсен çулĕсемпе А. Смирнов финиша виççĕмĕш, В. Пыркин иккĕмĕш кĕнĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика