29 июля 2016 г.
Ĕнер православи тĕнне ĕненекенсем Святой княç Владимир кунне паллă турĕç.
Княç 962 çулта çуралнă, Святослав ывăлĕ пулнă. 970 çулта Новгород княçĕ пулнă. 978 çулта Киева туртса илнĕ те престола ларнă. 988 çулта Христос тĕнне Киев Руçĕн патшалăх тĕнне хурса йышăннă. Владимир Киевра Ольга асламăшĕ патĕнче ỹснĕ. Христос тĕнне йышăниччен вăл питĕ хаяр, усал кăмăллă пулнă, питех те хăйĕн куçĕнчен пăхакансене юратнă. Унăн нумай арăмсемсĕр пуçне нумай хĕрарăмсем те пулнă. Чылай халăха вĕлернĕ.
Суя тĕне вăйлă ĕненнĕ, Чăн тĕне хирĕç пулнă. Пĕр çар похочĕ хыççăн Христос тĕнлисене, малтисене _ Федорпа Иоанна _ асаплантарнă. Суя тĕн патшалăха аталантарма пултарман. Вара Владимир хăй княжестви валли çĕнĕ тĕн шырама пуçлать. Историксем çырнă тăрăх княç патне посолсем пынă. Вĕсем хăйсен тĕнне йышăнма ыйтнă. Вăл Атăл пăлхарĕсене йышăннă, вĕсене каялла хăваласа янă. Католиксем те хăйсен тĕнне ырласа Владимир патне пынă, вĕсене те хăваласа янă. Греци çыннипе Владимир чылайччен Чăн тĕн пирки калаçнă. "Хăрушă суд, тамăк тата рай" ỹкерчĕксем княç çине пысăк йĕр хăварнă. Рая лекес тесен мĕн тумаллине ыйтсан, "Тĕне кĕрес пулать, чăн тĕн йĕркипе пурăнас пулать",_ тенĕ ăна философ. Çырнă тăрăх княç хăйĕн шаннă, çывăх, пулăшса тăракан çыннисене юнашарти кỹршĕ çĕршывсене тĕн çинчен, вĕсен йăли-йĕркисем çинчен пĕлме янă. Хăйĕн çыннисем çаврăнса килсен пуринчен ытла Греци тĕнне чăн тĕн тесе ырланă. Хăй Греци хулинче Корсуньте тĕне кĕнĕ. Тĕне кĕриччен унăн куçĕ- сем пăсăлнă, вăл иккĕленме пуçланă. Шыва кĕртекен хурантан тухнă чух вара княç сывалнă, вăл ỹтпе те, чунпа та тасалнă. Унпа пĕрле нумай çын тĕне кĕнĕ. Каярахпа çынсем хăйсен ирĕкĕпе тĕне кĕме пуçланă. Тĕне кĕнĕ хыççăн княç ылмашăннă. Арăмĕсене, хĕрарăмсене ирĕке янă, типĕ тытнă, ырă ĕç тунă, чухăнсене, чиркỹсене пулăшнă. Çынсем Владимира Хĕвел тесе чĕнме пуçланă. Вăл суйласа илнĕ тĕн Руç çĕрне вăйлă, çирĕп тĕнлĕ çĕршыв тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)