29 июля 2016 г.
Пирĕн район çыннисем Карапай Шăмăршă ялĕ урлă чылайăшĕ тухнă пулĕ ĕнтĕ. Питĕ илемлĕ лапамра вырнаçнă вăл. Йĕри-тавра _ вăрман.
Ял хушшипе Карла юхан шывĕ шăнкăртатать. Çутçанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ кунта. Чуна илĕртмелли вырăнсем нумай ялта. Авалхи вăрман, çеремлĕ пысăк уçланкăсем, хыр йывăççисем кашлаççĕ. Шăрăх вăхăтра та, çумăр хыççăн та сывлăшĕ уçă. Çутçанталăк тивлечĕпех пулас кунти çынсем пурте кĕрнеклĕ, çирĕп сывлăхлă. Çыннисем питĕ ĕçчен, кăмăллă, тарават. Йывăрлăха кĕнĕ юлташа, тăван-пĕлĕше яланах пулăшма хатĕр.
Яла кĕрсен куçа тирпейлĕх тыткăнлать. Урам айккипе симĕс çерем. Электричество юписене пурне те çын пĕвĕ çỹллĕш шурăпа сăрланă. Юхан шыв урлă хывнă кĕпере те сăн кĕртнĕ. Урамсенче çамрăк йывăçсем ỹсеççĕ.
Ял хĕрринерех хоккей плошадки пур. Унпа юнашарах лавккапа ача сачĕ вырнаçнă. Урамсенче купи-купипе тимĕр-тăмăр выртнине, ял хуçалăх техники ларнине кураймастăн. Вĕсем картишĕнче е пахчара упранаççĕ. Малашне техникăна пĕр çĕре пуçтарма ĕмĕтленеççĕ-мĕн. Вĕсен сасси çывăракан ачасене кансĕрлет, сывлăхшăн сиенлĕ.
Ял илемне тытса тăрасси кунта пурăнакансенчен, пуçлăхсенчен килет. Çапах та ĕçе вырăнтан хускатакансем ял пуçлăхĕсем пулмалла-тăр ĕнтĕ. Пирĕн район халăхĕ те йывăç лартма, юпасене шуратма, кĕпер карлăкĕсене сăрлама пултаратех. Тăрăшни çеç кирлĕ. Кашни хуçалăх хăйĕн умĕнчи 1-2 юпана çеç шуратмалла.
Эпир паянхи пурнăçра патшалăх кăларакан саккунсене те пăхăнасшăн мар. Çав вăхăтрах хамăра тивĕçекен çăмăллăхсене пĕрне те хирĕçлеместпĕр. Вырăнти бюджета пуянлатсан, налуксене вăхăтлă тỹлесе пырсан çул та сарăлать, ытти ыйтусем те татăлĕç.
Йывăç лартассипе çулленех калаçу хускататпăр. Тĕслĕх кăтартакансем пур. Анчах сăмаха çилпе вĕçтерекенсем те сахалăн мар. Айтăр-ха, эпир те кỹршĕсенчен тĕслĕх илер. Çамрăк ăру валли илем туса хăварар.
В. МИХАЙЛОВ, ĕç ветеранĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)