АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте хумхансан сар ыраш, ытлашши йывăр килмĕ малаш

02 августа 2016 г.

Районта вырма куллен вăй илсе пырать. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Гостехнадзор инспекцийĕн районти инспекторĕ И. Васильев ял хуçалăх предприяйĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче яваплă тапхăр мĕнле пынипе паллашрĕç. Уй-хир тĕрĕслевĕ пекех пулчĕ вăл.

Тулли пучахсемлĕ тыр-пул анисене пăхса ытармалла мар. Хирсем пĕринчен тепри хитре! Çанталăкĕ те кăçал çĕр ĕçченĕшĕнех пулчĕ тейĕн: çумăрĕ те çурĕ, хĕвелĕ те ăшшăн çутатрĕ. Çак пуянлăха курса чун савăнать. Районта çулсерен çĕр ĕç культурине тимлĕх ỹстересси лайăхланса пынине палăртма та кăмăллă. Кăна чылай ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетме пулать.

Патăрьелĕнчи улма-çыр-ла питомникĕнче кĕрхи тулă уйĕпе икĕ комбайн мăнаçлăн çеç майĕпен пыраççĕ.

_ Тухăç вăйлăран хăвăрт- лăха ỹстерме çук. Ăнса пулнă тырра çухатусăр пухса кĕртес килет, _ терĕç комбайнерсем "карап" çинчен ансанах. Тепĕр хуçалăхра вара уй-хир техники чутах çỹресе пыракан çăмăл машинăран хăваласа иртсе каймарĕ.

Ф. Чабатов хирĕнчи тырă та пурне те ăмсантармалла çитĕннĕ. Фермер С. Шалтынов агроном канашĕсене, вĕрентсе пынисене ăша хывса ĕçлет. Сильвестр Петрович технологине мĕнле пăхăннине час-часах килсе тĕрĕслет. Кĕрхисене пĕлтĕр хура пусă анинче акнăран, "безунчовская-380" туллăн элита вăрлăхне никĕсе хывнăран кăтартăвĕ куç умĕнче _ тухăç пĕр гектартан 50 центнер ытларах. Акă ăçта специалистăн ĕçĕ курăнать! Шел пулин те, юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче тĕп специалистсем çитмеççĕ, районта çуркунне ака умĕн ятарласа йĕркелекен ка- нашлусенче агрономсемпе инженерсем вĕрентсе каланисене те тĕпе хумаççĕ. Çĕрпе ячĕшĕн çеç ĕçлеççĕ тейĕн. Патăрьелĕнчен Сăкăта пырса кĕрекен çулпа пынă чухне курнă ỹкерчĕк çак шухăша тата та ытларах çирĕплетрĕ.

"Красное знамя" хуçалăхăн тата уйрăм çыннăн анисем юнашарах. Кооперативăн тырă уйĕнче таса, çум курăк та курăнмасть. Тепринче вара мамăк пухса илме хатĕрленеççĕ тейĕн _ пиçен вăрри пиçсе çитнĕ те вĕçме хатĕрленнĕ. Кунта чикке палăртакан юпа ним тума та кирлĕ мар пек туйăнчĕ _ ахалех пурте паллă.

Красномайскинчи "Колос" агрофирмăри улшăнусем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал 520 гектар йышăнаççĕ, унтан кĕрхисем 160. Темиçе çул усă курман анасене те акса хăварма вăй çитернĕ. Уйсем те таса, тухăçĕ та аван. В. Николаев комбайнерпа И. Сабитов водитель хиртетыр-пул кашланипе кăмăллă. Вĕсем хăйсене шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Кзыл Чишмари пĕр тăван Ильдуспа Ильнар Ямалетдинов- сем те Красномайскисенчен тăрса юласшăн мар. Фермерсем хăйсене тивĕçекен пайсенче çи- тĕнекен пĕрчĕллĕ культурăсене вырма пуçланă.

_ Вăрлăха çĕнетмелле сирĕн, вара тухăç тата лайăхрах пулать, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов фермерсене. Çакăнпа вĕсем килĕшрĕç. Вăрлăх _ тухăç никĕсĕ, тесе ахальтен каламаççĕ çав. Акă, "Малалла" ял хуçалăх эртелĕ шăпах çак шухăша тĕпе хурать. Ăна çулленех çĕнетсе тăнăран кĕрхисем пĕр гектартан 50 центнер ытла тухнă! Çурхисен те тухăçĕ пĕчĕк мар. Хуçалăх вăрлăхпа ĕçлекеннисенчен пĕри пулнă май, ыттисене те сутать.

Ял хуçалăхĕнче харăсах темиçе ĕçе пурнăçлама тивет. "Тойсинская" агрофирмăра, ытти чылай хуçалăхри пекех, вырма вăй илсех пырать. Çав вăхăтрах кĕрхисене акма та çĕр хатĕрлеме пуçланă. Агрофирма Кивĕ Ахпỹрт çĕрне 25 гектар арендăна илнĕ.

Çут çанталăк пулăмĕсене пула та ял хуçалăхĕ инкек нумай тỹ-сет. Иртнĕ çулсенче çанталăк шăрăх тăнăран акнă-лартнă культурăсем йĕркеллĕ шăтса тухаймарĕç. Кăçал пăр çуни, вăйлă çил алхасни хăш-пĕр çĕрте хур кăтартрĕ. Юлашки кунсенче Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" кооператив территорийĕпе иртнĕ пăрлă çумăр тата çил 37 гектарти сĕлĕ пучахĕсене аванах пушатнă. Аслă Чементи С. Фролов фермер хуçалăхĕнче çакăн евĕр лару-тăру кăшт çеç маларах пулнăччĕ. Сăмах май, нỹр ỹкнипе чылай хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем выртрĕç. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн, "Исток" агрофирмăн, Ф. Чабатов фермерăн тырра çапнă чухне хăмăла çĕклеттерекен ятарлă хатĕр пур, çавна май вĕсене ку йывăрлăх хăратмасть.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов "Хастар", "Сидели", "Первомайск" тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче, Р. Санзяпов, С. Чаданов, В. Багаутдинов, И. Чемеров фермерсем патĕнче те пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта вырмана пур хуçалăхра та аван хатĕрленнине, хуçалăхсем усă курман çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртсе пыма тăрăшнине палăртма кăмăллă. Ĕçлесен тухăçĕ те, тупăшĕ те пулать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика