02 августа 2016 г.
4311 ĕç ветеранĕ. Чăваш Республикин ĕç ветеранне 1801 çын тивĕçнĕ. Çак чыса 1901-шĕ ĕç стажне кура илнĕ.
Çемьене, ашшĕ-амăшне, ачасене социаллă хỹтлĕх парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2305 çын 4268 ачашăн пособи илсе тăрать.
Пĕрремĕш çур çулта 493 ача амăшне ачисемпе ларнăшăн 11,3 млн. тенкĕ тỹленĕ. 71 амăшне пĕр хутчен пособи панă. 58 ача амăшĕ ывăл-хĕр-не туллин пăхса ỹстертĕр тесе уйăхсерен апатшăн укçан компенсаци илнĕ.
333 çемьене виççĕмĕш е ытларах ача çуратнăшăн (усраса илнĕшĕн) пурăнмалли виçе чухлĕ пособи панă. Çакă пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 53 процент ытларах.
Ача амăшĕн республикăри капиталĕн сертификатне 2012 çултанпа 504 çемье илнĕ. Вĕсенчен 197-шĕ укçи-тенкипе усă курнă. Вăл шутра кăçалхи 6 уйăхра _ 70 çемье (5,95 млн. тенкĕлĕх).
Регионти çăмăллăхпа усă куракансем валли (4547) республика бюджечĕ района çур çулта 29, 8 млн. тенкĕ куçарнă.
Федераллă çăмăллăхпа усă куракан ветерансем, инвалидсем, Чернобыль, ытти радиаци катастрофине лекнисем, донорсем пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн (3323ĕн) çур çулта 5,5 млн тенкĕ компенсаци илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен тăкакне саплаштарас тĕлĕшпе нормăпа килĕшỹллĕн тỹленине кура пулăшу парас енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Социаллă хỹтлĕх пайне ку енĕпе справкăсем тăратма кирлĕ мар.
Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан 3 çынна пĕтĕмĕшле пурлăх юсавĕшĕн Чăваш Республикин саккунĕпе килĕ- шỹллĕн компенсаци панă.
Ялсенчи 1566 специалист пурăнмалли коммуналлă тивĕçтерỹпе усă курнă.
568 çемье ку енĕпе субсиди илнĕ. Уйăхра вăтамран кашнийĕшне 1397 тенкĕ тỹленнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранĕсемпе ĕçлесси тивĕçлĕ шайра. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта унта хутшăннă 38 участникпа инвалид пурăнать. Вуннăшĕнне пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмашкăн пĕр хутчен укçан тỹлеме свидетельство панă. Указ вăя кĕнĕренпе çакăнпа 417 ветеран усă курнă. 197-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр илнĕ. Черетре тата иккĕн тăраççĕ.
Ветерансемпе инвалидсен сывлăхне çирĕплетекен санаторине кайма 293 çын черетре тăраççĕ.
Н. НИКИТИНА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)