05 августа 2016 г.
Раççей Федерацийĕн "хĕç-пăшал çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, килте упранакан сунар пăшалне кашни пилĕк çулта (срок тухиччен икĕ уйăх маларах) полици уйрăмĕнче регистрацилемелле. Анчах та, тепĕр чухне уйрăм граждансем çакăн пирки манаççĕ. Кун пек чухне вара административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.11 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф параççĕ. Пăшала урай хăми çумне болтсемпе çирĕплетсе хунă ятарлă сейфра е тимĕр ешчĕкре упрамалла. Çак хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисене те саккунпа 500-1000 тенкĕ штрафлаççĕ. Кил-çуртра полици уйрăмĕнче регистрацилемен хĕç-пăшал тата патронсем упрани _ саккуна хирĕçле пулăм. Куншăн РФ УКĕн 22 статйипе килĕшỹллĕн, судпа айăплама та пултараççĕ. Енчен те кил-çуртра ниçта та шута илмен сунар пăшалĕ е карабин, газ пистолечĕ, пĕчĕк калибрлă винтовка, вĕсен патронĕсем упранаççĕ пулсан, кун пирки районти полици уйрăмне пĕлтермелле. Ку кăна та мар_ хĕç-пăшала полици уйрăмне килсе парсан, регистрацилемен хĕç-пăшалшăн укçа та тỹлеççĕ. Хĕç-пăшала полици уйрăмне илсе килни _ питĕ тĕрĕс утăм. Мĕншĕн тесен çакнашкал хĕç-пăшала саккунпа килĕшỹллĕ пурăнман çынсен хăйсен аллине ярса илме, ĕçсе ỹсĕрĕлсе унпа çынна персе амантма е вĕлерме те пултараççĕ. Пĕрлех статьяра сунарçăн сунар билечĕ е тискер кайăка тытма путевка пулмалли пирки те каласа хăварас килет. Çĕрле фарăсем çутса автомашинăпа хир тăрăх мулкача хăвалама юрамасть. Куншăн кăçал Патăрьелĕнчи пĕр çынна РФ УКĕн 258-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Енчен те хĕлле снегоходпа хăваласа мулкача, хир пăшине тытсан çавăн пекех уголовлă ĕç пуçараççĕ. Елчĕк районĕнче кун пек тĕслĕх пулнă. Лицензипе ирĕк паракан службăн ĕçĕ-хĕлĕпе çак адреспа паллашма пултаратăр: с. Батырево, ул. Дружбы, д. 6, здание ГиБДД. Йышăну графикĕ: ытларикун _ 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 00 минутчен, кĕçнерникун _ 14 сехетрен пуçласа 16 сехет те 00 минутчен. Телефон: 5-04-08. А. АНТИПОВ, район полицийĕн лицензисемпе ирĕк паракан, уйрăм детектив тата хурал ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан пай инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)