05 августа 2016 г.
Юлашки çулсенче районти хирсенче тăпра пулăхĕ чакса пыни шухăшлаттарать. Малалла та çаплах ĕçлесен пулас ăру валли мĕнле анасем тăратса хăваратпăр? Çулсерен органикăллă удобренисем хире тăкасси чакса пырать, пĕвепе кỹлĕсенчен туйăнпа торф пачах та тухмасть. Улăма та çунтараççĕ, çакна укçана вутра кĕллентернипе танлаштарма пулать. Хăш-пĕр ферма таврашĕнче 6-7 çулхи тислĕк сапаланса выртать. Паян, 30 çул каярахрипе танлаштарсан, 1-2 хуçалăхри чухлĕ навус уя кăлараççĕ. Выльăх каяшĕ тăкнă çĕрте тăпра пулăхлăхĕ лайăхланать, ỹсен-тăраншăн çакă питĕ лайăх. Усăллă микробсен, кăмпасен шучĕ те нумайланать. Типĕ çанталăкра нỹр тытаслăх ỹсет. Ытлашши улăма та çунтармалла мар, ăна вакласа тăпрапа варăнтармалла. Малта пыракан хуçалăхсенче курăксем çитĕнтерсе (сидератсем) тураса çĕрĕн пулăхлă сийĕ-пе пăлхатса хăвараççĕ. Çакна валли илепер (донник), рапс, горчица тата ыттисем те юраççĕ. Минераллă удобренисемпе усă курасси те çулран-çул чакса пырать. Юлашки 5 çулта 8 ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр- килограмм та сапман, тăваттăшĕнче çителĕксĕр хывнă. Хăш-пĕр анасене 20 çул нимле удобрени те лекмен. Вĕсенче иртнĕ çул пĕр гектартан 2-3 центнер тухăç çеç пуçтарса илнĕ е акнă вăрлăх чухлĕ те пухса кĕртеймен тĕслĕхсем те пулчĕç. Çакăн пек кăтартушăн тар тăкмаллах-ши?Анализ валли тăпра илнĕ чухне мĕнле кăна хир курмастăн-ши! Шит тăршшĕ ỹснĕ, аран-аран вăй çитерсе пуç сăхнă тыр-пул анисем пиртен пулăшу кĕтеççĕ. Малта пыракан хуçалăхсенче лайăх хирсем чылай. Вĕсенче çитĕнекен культурăсен, пулăхсăр- уйсенчипе танлаштарсан, чир-чĕрпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешесси вăйлăрах, шăрăх е йĕпе çанталăк условийĕсене чăтăмлăрах тỹссе ирттереççĕ.Юлашки 6 çулта çанталăк шăрăх тăчĕ пулсан та, удобрени лекнĕ лаптăксенче тухăç ытларах пуçтарса илчĕç. Пĕр килограмм минераллă удобрени тырă-пула 6-7 килограмм, çĕр улми 10-13 килограмм ытларах туса илме май парать. Урăхла каласан 20-30 тенкĕлĕх минераллă удобрени сапсан пĕрчĕллĕ культурăсенчен 40-70, "иккĕмĕш çăкăртан" 60- 130 тенкĕ хушма тупăш кĕрет. Çакна та палăртса хăвармалла _ удобренисене тăпра чухăнланса çитсен мар, çулленех çителĕ-клĕ, пĕлсе тата тĕрĕс хывмалла. "Чувашский" учреждени хирсенчен тăпра пулăхлăхне пĕлме 5 çулта пĕрре анализ илет. Пирĕн районăнне кăçал тĕрĕслемелле. Иртнĕ çул пĕр фермер хирне акшар çăнăхĕ сапни пирки каларĕ. Каярах çав анана тĕпченĕ хыççăн унта вăл пачах та кирлĕ пулманни, çав вăхăтрах кирлĕ çĕре лекменни палăрчĕ. Çавăнпа та удобрени сапиччен тăпра пахалăхне тĕрĕслеттермеллех.
С. ШАЛТЫНОВ,"Чувашский" учрежденин агрохимикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)