05 августа 2016 г.
"Власть органĕсемпе обществăлла организацисен тĕп задачи _ çемьесене малашне те çирĕплетесси, хỹтĕлесси, çынсен пурнăçне лайăхлатасси пулса тăрать",_ тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Министрсен кабинечĕн ларăвĕнче республикăри юстици министрĕ Н. Прокопьева хăйĕн докладĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тĕплĕн çутатрĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ЗАГС органĕсем илĕртỹллĕ залсенче çемьесене чысласа 1000 ытла мероприяти ирттернĕ. Иртнĕ çул çак кăтарту 3000рен те иртнĕ. Вĕсенче çĕнĕ çемье йĕркелекенсене, юбилярсене, нумай ачаллă мăшăрсене чысланă. Икĕ, виçĕ, тăватă ăру çыннисене сумланă. Çавна май пĕлтĕр виçĕмçулхипе танлаштарсан уйрăласси 17 процент (818) чакнă. Лайăх енĕпе Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш тăратпăр.
Раççей Федерацийĕпе илес пулсан кашни 1000 çын пуçне кăçалхи çур çулта 4,1 уйрăлу, Чăваш Енре вара çак кăтарту_ 3,3. Чăваш Республикинче çемьесем çирĕп пуласси патшалăх политикине тĕрĕс тытса пынинчен те килетех
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)