05 августа 2016 г.
Район центрĕнчи чăх-чĕп кăларакан инкубатор станцийĕн истори тымарĕ инçетех кайнă темелле. Аслă çулхи çынсем астăвассах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпленнисем çеç мар, тавра районта, кỹршĕ республикăра пурăнакансем те Патăрьелсен шимп-шимпĕсене черет тăрсах туянатчĕç. Хам та кăвак шуçăмпах ИПСăн пĕчĕк кантăкĕ умне черет йышăнма пĕрре мар васканă. Вăл та тарама-ха, ял çынни пĕр нушасăрах чăх тукмакне çиейменни каламасăрах паллă...Паян уйрăм тема пирки "чан" çапасшăн. Патăрьелĕнчи Комаров, Южный, Гагарин урамĕнче, Гагарин тăкăрлăкĕнче пурăнакансене урăх ыйту шутсăр канăçсăр_лантарать. Вăл ИПСри черетпе те, чĕпсен хакĕпе те çыхăнман. Хальхи вăхăтра 35 градусран кая мар шăрăх тăракан çанталăкра çак урамра пурăнакансем кăнтăрла хĕвелĕн хĕрỹллĕ пайăркисенчен пỹрчĕсене, хваттерĕсене тарса пытанаççĕ. Каçкỹлĕм те реххетленсе урамра уçă сывлăшпа уçăлса çỹреймеççĕ. Ун чухне вара кантăкĕсене пушшех тачă хупса хураççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен чăх-чĕп станцийĕнче çунтаракан вилнĕ кайăксен шăрши пыра та ларать, куçа та кĕрет, кăмăла пăтрантарать. Урăхла каласан ирĕксĕрех пĕрре урлă çеç сывлатăн. Çак урамра пурăнакансем пирĕн пата пăлханса çыру çырнине те ăнланмалла. Вуншар çул кунта тĕпленнĕ çынсем хушшинче ватăсем те, чĕрепе, сывлăш тухманнипе, юн пусăмĕ пысăккипе аптăракансем те пур. Тин çеç ача çуратнă хĕрарăмсем те пепкисене таса сывлăшпах çитĕнтересшĕн. Халĕ акă, çуллахи каникул вăхăтĕнче, чылай аслашшĕ-асламăшĕ патне мăнукĕсем канма, ялти уçă сывлăшпа киленме, уçăлма хуларан килнĕ. Паян-ыран вĕсем çĕр çумне ури лекмелле мар чупса çỹреççĕ-ха. Чирленине те, аптăранине те туймаççĕ. Енчен те пĕр-пĕр амак ăнсăртран çулăхсан вара каç пулнă-пулманах усал тĕтĕм-сĕрĕмпе шăр-маршăна пы-ысăк заводри евĕр кăларма чарни кая юлма пултарать. Акă мĕншĕн пăшăрханаççĕ хальхи вăхăтра мăнукĕсене ачисенчен ытларах юратакан кукамайсемпе кукаçисем. Çыру авторĕсем кам та пулин вĕсене илтессе шансах алла ручка тытни каламасăрах паллă. Вĕсен чун ыратăвне тĕпе хурса чăх-чĕп станцине тỹрех урăх çĕре йăтса кайса куçараймĕç паллах. Вăл нумай ыйтупа, проблемăпа çыхăнма пултарать. Çапах та эпĕ те çак çыру айне алă пуснă май, çын сывлăхĕпе çыхăннă ĕçри йĕркесене пăхăнмаллах тесе шутлатăп. .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)