05 августа 2016 г.
Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5612 гектар вырнă, 5427 гектар тĕшĕленĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 30,4 центнерпа танлашать. Кăтарту "Батыревский" (34,2 центнер), "Красное знамя" (35,1), "Малалла" (35,7), "Звезда" (32,4), "Исток" (32,1), "Корма" (32,5) хуçалăхсен, Н. Федоров (48,6), Ф. Чабатов (49,6) фермерсен тата пысăкрах.
Выльăхсене валли апат хатĕрлесси те малалла пырать. Утă 4827 тонна (106 процент), сенаж _ 13828 (129), силос 2000 тонна янтăланă.
Кĕрхи çĕртме 525 гектар тунă. . .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)