АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десантниксемпе моряксем уявсенче савăнчĕç

05 августа 2016 г.

Августăн 2-мĕшĕнче районти сывлăш çар десантникĕсем _ ВДВшниксем _ хăйсен уявне паллă турĕç. Илья пророк кунĕпе пĕр килекен професси уявĕнче кăвак беретлă салтаксем хăйсен ветеранĕсене хисеп туса лартнă палăк умĕнче митинг ирттерчĕç, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисен канлĕхĕшĕн шăп тăчĕç, пĕр-пĕрне çак паллă кун ячĕпе саламларĕç... Хĕрỹ ĕççи вăхăтне пăхмасăр палăк умне пуçтарăннă салтаксен ячĕпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн представителĕ П. Иванов çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунăшăн тав турĕç.

Пĕр-икĕ кун маларах çеç, июлĕн 31-мĕшĕнче, районти тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем хăйсен уявне чыслăн йĕркелесе ирттерсе ячĕç. Чăн малтанах моряксемпе вĕсен çемйисем, кадет класĕнче вĕренекенсем йăлана кĕнĕ йĕркепе палăк умне пуçтарăннă, Раççей Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнисене саламланă. Сăмах май каласан, уяври моряксенчен чи асли 80 çулта, чи кĕçĕнни 19 та пулнă. Моряксен çирĕпленнĕ йăлине пăсмасăр Туçа чиркĕвĕнчи Николай Марков протоиерей кăçал та уяв службине ирттернĕ, пурне те пил панă. Каçхи Патăрьелĕнче янăракан илемлĕ юрăсем те моряксен ячĕпех пулнă. . .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика