05 августа 2016 г.
Улатăр епархийĕн lll округ благочиннăйĕ, Первомайски чиркỹ настоятелĕ Сергий протоиерей пуçарăвĕпе çулсеренех Патăрьел тăрăхĕнче чăн тĕне тытса пыракансен ушкăнĕ сăваплă вырăнсенче пулса хамăрăн тĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашать, чиркỹсемпе мăнастирсенчи кĕлĕсене хутшăнать, çветуйсен çĕрмен ỹчĕсен умĕнче пуç таять тата ытти те. Ырă йăлана малалла тăсса кăçал вĕсем Урал тăрăхĕнче вырнаçнă сăваплă вырăнсенче пулнă, Екатеринбург, Алапаевск, Верхотурье хулисене çитнĕ, II Николай патшапа унăн çывăх çыннисене тискеррĕн вĕлернĕ вырăнсемпе паллашнă. Верхотурье хулине çитсен Николаевски мăнастирте вырнаçнă çветтуй Симеон çĕрмен ỹтне пуç тайнă. Çĕпĕрпе Урал тăрăхĕнчи çынсене кулленхи пурнăçра пулăшса пыраканран Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене те пулăшса пыма ыйтнă.
Инçе çул çỹреве тухнă ушкăн 4 мăнастирпе 15 чиркĕве çитсе кĕл тума пултарнă. . .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)