АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана пушартан сыхлар

09 августа 2016 г.

Вăрмансене пушартан сыхласси _ вăрман хуçалăхĕн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Хальхи вăхăтра 25-30 градус шăрăх тăрать, хăш-пĕр чухне 34 та çитет. Çавна май вăрмансенче вут-çулăм алхасас хăрушлăх ỹсет.

"Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" Федераци тата "Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" республикăри саккунсемпе килĕшỹллĕн çанталăк шăрăх тата типĕ тăнипе Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ "Чăваш Республикин территорийĕнче пушара хирĕçле йĕрке тăвасси çинчен" постановлени кăларнă.

Вăрмана пушартан сыхлас тата хỹтĕлес тĕллевпе "Шăмăршă вăрманĕ" учреждени профилактика мероприятийĕсем ирттерет: çын йышлă çỹрекен вырăнсенче патруль йĕркеленĕ, транспорта ятарлă пропускпа кĕртеççĕ, пушара хирĕçле темăпа аншлагсем лартнă. Вăрманта канакан е ĕçлекен кашни çыннăн çакна ас тумалла:

_ лăсăллă çамрăк йывăçсем патĕнче тата ытти çĕрте те кăвайт чĕртме юрамасть; кăвайта ятарлă вырăнта, çулăм сарăлас хăрушлăх çук çĕрте чĕртмелле;

_ предприятисемпе организацисен, çавăн пекех çынсен вăрман çывăхĕнче типĕ курăксене çунтармалла мар, каяшсемпе тата çỹп-çаппа вараламалла мар.

Вăрманта пушар хăрушсăрлăхне пăснăшăн уголовлă е административлă майпа айăплаççĕ. Вăрманта вут-çулăм алхаснине асăрхасан, хăвăр тĕллĕн çеç сỹнтереймесен çак номерсемпе шăнкăравламалла: 8(83546)2-35-81 е 8(83546)2-35-31 (Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ); 8-927-865-61-21 (Патăрьел участокĕн начальникĕ).

Пирĕн пурин те вăрмана упрассишĕн тăрăшмалла. "Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ" учрежденин вăрман хуçалăхĕпе чикĕленекен ял хуçалăх предприятисен ертỹçисем, типĕ курăксем çунма пултарас хăрушлăх пуррине шута илсе вăрманпа юнашар вырнаçнă хирсен хĕррисене виçĕ метр сухалаттармалла.

А. Цыганов, "Вăрман хуçалăхĕ" учрежденин директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика