09 августа 2016 г.
1995 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи "Çар мухтавĕн кунĕ тата Раççейри паллă кунсем çинчен" калакан федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн паян, августăн 9-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра Раççейри çар мухтавĕн кунне _ Финляндинчи Гангут сăмсахĕнче пĕрремĕш Петĕр патша ертсе пынипе вырăссен тинĕс-çар флочĕ çĕнтерỹ тунă кунне _ паллă тăваççĕ.
"Тип çĕр çинче çар пулсан патшалăх _ пĕр алăллă, енчен те вĕсен унсăр пуçне тинĕс-çар флочĕ те пулсан _ икĕ алăллă", _ çапла хак панă Петĕр патша тинĕс 1714 çулта шыв çинчи çапăçура шведсене çĕнтернине.
Тинĕс-çар флочĕ яланах вăйлă Раççей патшалăхĕн символĕ, çĕршывăн хăвачĕ шутланнă. Унăн хакĕпе чысĕ паян та пĕлтерĕшлĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те хăйсен салтак тивĕçне тинĕс-çар флотĕнче пурнăçланисем сахал мар. Хăйсен професси уявне паллă тума çулсеренех вĕсем Патăрьелĕнчи Арбатра тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсене чыс туса тата асра тытса лартнă палăк умне йышлăн пуçтарăнаççĕ. Кăçал та çĕре яхăн матроссемпе старшинасем, мичмансемпе офицерсем, вĕсен çемйисем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекен пулас моряксем професси уявне яланхиллех çỹллĕ шайра йĕркелерĕç.
Сăмах май, пирĕн районта моряксен "Морское братство" пĕрлĕхĕ 2010 çулта йĕркеленнĕ. Обществăлла пĕрлĕхре салтак шăпине тинĕс-çар флочĕпе çыхăнтарнă виççĕре яхăн салтак. Обществăлла организицин канашне А. Казенов ертсе пырать. Аслисен çумĕнче тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен тăватă кадет класĕ _ вĕсен воспитанникĕсем. Иккĕмĕш рангри Ю. Яковлев капитанăн пулас моряксене патриотла воспитани пама, çирĕп дисциплинăпа йĕркене хăнăхтарма, çĕршыва юрăхлă паттăрсем пулса çитĕнтерме опыт çителĕклĕ.
А. Николаева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)