АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире торт çыхăнтарчĕ

09 августа 2016 г.

"Музыка нас связала", _ çак юрă сăмахĕсене пурте илтнĕ-тĕр. Темле каччăпа хĕре- юрă-кĕвĕ пĕрлештернĕ ĕнтĕ. Мана вара пулас мăшăрăмпа ... торт паллаштарчĕ. Каярахпа вăл пирĕн чĕресене те çыхăнтарчĕ.

Çĕнĕ çул умĕн, хăвăрах пĕлетĕр, ĕç нумай "Суета" текенни. Пурте хĕрсе уява хатĕрленеççĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче, ĕç хыççăн, эпĕ те пасара тухса вĕçтертĕм.

Общежитири пỹлĕмре пĕччен пурăнатăп пулин те, Çĕнĕ çула манăн та лайăх кĕтсе илес килет-çке! Сĕтел çинче шампань эрехĕ, кăлпасси татăкĕ, мандарин пултăр.

Иртнĕ çул "високоснăй" çул килчĕ. Çавăнпа эпĕ февралĕн 29-мĕшĕнче хамăн çуралнă куна та паллă турăм. Тăватă çулта пĕрре май килет ăна уявлама.

"Пĕр-пĕр хитре хĕрпе паллашсан, килес çул авланма та юрать", _ ĕмĕтленетĕп хам, троллейбусра ларса пынă май. Салонра, яланхи пекех, çын йышлă. Ура çинче тăрса пыракан та нумай. (Пан улмине ỹкме вырăн çук).

Унччен те пулмарĕ _ троллейбус сасартăк чарăнса ларчĕ. "Мăйраки электролинирен вĕçерĕнсе кайнă иккен. Çавна май ман умра тăрса пыракан хитре пике ман чĕркуççи çинех кĕрсе ỹкрĕ. Ун аллинчи "Смак" тесе çырнă курупка хуплашки уçăлса кайрĕ, торчĕ ман алă çине тухса ỹкрĕ.

_ Ой, каçарăр, эпĕ юри мар! - ман çинчен сиксе тăчĕ пике. Вăл ура çине тăрсан манăн алă çеç мар, çĕнĕ шăлаварпа пальто та шурă-хĕрлĕ тортпа вараланса пĕтрĕç. Хĕрĕ хăй те _ "сбитые сливки" айĕнче.

_ Кун пек лару-тăрăва юри те шутласа кăлараймăн! Камитрен те камит! Çухалса кайнипе эпĕ нимĕн те тума пĕлместĕп. Тортпа лăпăртатнă алăсене çỹле çĕклесе ларатăп. Сăмса тутри патне сылтăм алла кĕсьене чиксен - костюм та йăлтах тортпа вараланчĕ. _ Кун пек таса мар тумтирпе мана пасара та кĕртмеççĕ! _ тетĕп эпĕ, сăмса тутрипе çуллă алăсене сăтăркаласа.

_ Тархасшăн каçарăр, çамрăк çыннăм! _ торт юлашкисене ман чĕркуççи çинчен пуçтарать пике.

_ Троллейбус çапла кĕтмен çĕртен чарăнасса кам пĕлнĕ? Пĕлнĕ пулсан-и, торта тытса пыма санах ыйтнă пулăттăм.

_ Эсĕ каçару ыйтнипе манăн тумтир тасалас çук! - кăмăлсăрланатăп эпĕ.

_ Кунта, троллейбус çинче, алăсене те çăваймастăн.

- Э, ку торта çиесси пулмасть ĕнтĕ, унран лăпăрчăк кăна тăрса юлчĕ, _ текелет пике._ Чарăнура тухсанах урнăна перетĕп.

_ Манăн вара мĕн тумалла? _ икĕ алла сарса кăтартатăп эпĕ.

_ Манăн та çитес чарăнура тухса каялла, киле, таврăнма тивет пулĕ. Çитес чарăнура эпир иксĕмĕр те троллейбусран тухса юлтăмăр.

Чарăнура тăракан çынсем пирĕн çине тĕлĕнсе кăн! пăхаççĕ. "Мĕнле клоунсем кусем?" _ теççĕ-ши. Ара, эпĕ те, пике те торт çине выртса йăваланнă пек курăнатпăр-çке.

_ Пĕлетĕн-и, халĕ эпир ăçта каятпăр? _ ыйтать манран çак хĕр, тортне урнăна чăмтарнă хыççăн.

_ Ăçта? _ ăнланмасăр, йытă евĕр çăвара карса пăрахрăм эпĕ.

_ Ман пата, тĕрĕсрех каласан, пирĕн хваттере, _ ăнлантарать палламан пике._ Эпĕ кунта инçе мар пурăнатăп. Халĕ аттепе анне ют çĕршывра. Хваттерте никам та çук.

Ним тума та çук. Килĕшмех тиврĕ. Ара, таса мар алăсемпе тата вараланнă тумтирпе каллех троллейбус çине ларма аван мар. "Психушкăран" тухса тарнă çын вырăнне хурĕç тата пассажирсем.

_ Паллашар-ха, эппин! Эпĕ _ Якур, поэт, _ хамăн алла хĕр енне тăсатăп.

_ Хăвна мĕнле чĕнмелле? Марук? Тарук?

_ Çук, пĕлеймерĕн. Эпĕ - Верук, _ вăл та аллине тăсса парать мана.

_ Халиччен эпĕ пĕр поэтпа та калаçса курманччĕ-ха.

Унтан эпир юнашар утса тăхăр хутлă кирпĕч çурт патне хăвăрт çитрĕмĕр. Веруксен хваттерĕ _ пиллĕкмĕш хутра.

_ Манăн атте - пысăк пуçлăх, çавна май çĕнĕ хваттере вăл троллейбус чарăнăвĕнчен инçе мар илнĕ, _ чĕвĕл-чĕвĕл калаçать пике, лифта кĕнĕ май.

_ М-да, хăтлă сирĕн кермен! - тетĕп эпĕ, Веруксен 4 пỹлĕмлĕ хваттерне кĕрсен.

_ Пĕрре пăхсанах курăнать: кунта "çĕнĕ вырăссем" пурăнаççĕ!

_ "Çĕнĕ вырăссем мар", "çĕнĕ чăвашсем", _ тỹрлетет ман сăмаха Верук, çăлтăр пек йăл çиçсе.

_ Манăн атте те, анне те чăваш. Хам та чăвашла лайăх пĕлетĕп. "Çу уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса...". "Нарспие" те вуланă эпĕ. Верук мана ваннăйне кĕрсе алă çума сĕнет. Çемçе пысăк ал шăлли тупса пачĕ. Эпĕ çăвăннă хушăра вăл манăн вараланнă тумтире щеткăпа тасатма та ĕлкĕрнĕ. Çуллă тортăн палли те юлман.

_ Халĕ кухньăра пылпа вĕри чей ĕçĕпĕр, _ манăн алла çемçен тытать Верук.

_ Хамăн паянхи çылăха каçарттарам ĕнтĕ, _ йăл та йăл кулать хăй. Чылайччен ăшшăн пуплесе лартăмăр эпир. Пĕр-пĕрин çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлтĕмĕр. Верук университетăн экономика факультетне пĕтернĕ, халĕ банкра вăй хурать иккен. Качча кайман.

_ Тĕрĕссипе, манăн савнă каччă та çук, _ йышăнать вăл.

_ Халĕ пур! - тетĕп эпĕ, унăн хурлăхан пек хура куçĕсенчен тинкерсе. Ман сăмахсене илтсен, Верук вăтаннă пек пулчĕ. Куçĕсене манран айккинелле тартрĕ. Пĕр-икĕ минутран вара çепĕççĕн çапла каласа хучĕ:

_ Якур, эсĕ те мана пĕрре курсах питĕ килĕшрĕн. Эсĕ - пысăк чунлă, ырă кăмăллă каччă. Паянтан эпĕ санăн чун савнийỹ _ поэтăн музи - пулма хатĕр.

_ Эпĕ вара санăн мăшăру пулма хатĕр! _ татăклăн пĕлтеретĕп эпĕ хĕре.

Çапла, пăтăрмахлă лару-тăрура паллашрăм эпĕ хамăн пулас мăшăрăмпа, Верукпа. Çĕнĕ çула ун хваттерĕнче пĕрле кĕтсе илтĕмĕр.

Тавтапуç "Смак" тортне! Çав кун троллейбус сасартăк чарăннине пула хула пики мана хăйĕн торчĕпе вараламан пулсан, эпир унпа çак тĕнчере, тен, тĕл пулаяс та çукчĕ?!

Вăрăм Палюк

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика