12 августа 2016 г.
Хисеплĕ хаçат тусĕсем, пирĕн вулаканăмăрсем! Темиçе кун каялла çеç кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр вĕçленчĕ пулин те, 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул валли ятарласа уçнă маларах çырăнтармалли кампани малалла пырать. Анчах та унăн вăхăчĕ нумай мар. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата августăн 31-мĕшĕччен çеç кивĕ хаксемпе çырăнтараççĕ. Кашни кун чăтăмсăррăн кĕтекен "чун апатне" маларахри условипех _ почтальонсем урлă тата "Союзпичет" киоскĕнче, хаçат редакцине килсе илсе тăмалла _ çырăнма май пур. Маларах "Авангардлă" пулнăшăн пĕрре те ỹкĕнмĕр!
Сăмах май, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та пирĕн район хаçачĕ хăйĕн вулаканĕсене çухатманнишĕн хĕпĕртетпĕр. Пĕрлехи вăйпа тираж планне тултарма пулăшнă почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕсене, почтальонсене мĕн пур йывăрлăха парăнтарса хамăр йыша сыхласа хăварма пултарнишĕн тав тăватпăр. Паян хăш-пĕр çыхăну уйрăмĕсенче почтальонкăсем çитменнине пăхмасăрах пирĕн хаçатăн çĕнĕ номерĕ вулакан патне вăхăтра çитнишĕн те сирĕн умăртах пуç таятпăр. Малалла та пĕрлех ĕçлесчĕ, юратнă хаçатăмăрпа пĕрлех пуласчĕ.
Сăмахăма çырăнтару пирки тăснă май, юлашки çырăнтарусенче район центрĕнчи тĕрлĕрен ĕç коллективĕсенче тăрăшакансем хаçата альтернативлă майпа хаваспах çырăннине те палăртса хăвармалла. Вулакана меллĕ пултăр тесе эпир ăна кашни кăларăма ĕç вырăнне çитерсех паратпăр. Кăмăл пуррисен çак условине малалла тăсма, ыттисем пекех "Авангарда" маларах çырăнма та май пур. Çак ыйтупа августăн 31-мĕшĕччен 61-4-49 е 62-5-28 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)