12 августа 2016 г.
Этемлĕх хăйĕн пултарулăхне пиншер çул хушши ỹстерсе, пуянлатса пынă, авалтан вăл илемшĕн кăна ĕçлемен. Çакă унăн аталанăвĕ, кĕрешĕвĕ, ĕçĕ пулса тăнă. Юрă та, кĕвĕ те, ỹкерчĕк те çыннăн пурнăçĕнчи кулленхи ĕçĕн пĕр пайĕ. Хитре кăкшăм ăна эрешшĕн мар, апат-çимĕç упрама кирлĕ. Кĕвĕ вара пушă вăхăта ирттерме мар, ĕçе хăвăртлатма, чун-чĕ-рене ĕмĕтпе вăй-хал хушма пулăшнă. Кулленхи йывăр ĕç çеç этеме тăрантарнă, тумлантарнă, ăшăтнă.
Чаплă храмсем лартнă чухне этем хăй шухăшласа кăларнă Турăсене юрама тăрăшнă: тĕлĕнмелле хитре эрешсемпе, ỹкерчĕксемпе, сăрăсемпе илемлетнĕ. Çапла çуралнă пĕрремĕш тĕрĕсем, ỹкерчĕксем...
Илемлĕх туйăмĕ çынна хавхалантарнисĕр пуçне йывăр ĕçре чăтăмлăх кỹнĕ. Пурнăçа юратма, малашлăха савса ун çине талпăнма вĕрентнĕ.
Пирĕн чĕлхере "илемлĕх" сăмах икĕ пĕлтерĕшпе çỹрет: çутçанталăк илемĕ (красота), илемлĕх туйăмĕ (прекрасное). Çак икĕ ăнлану пурнăçра час-часах синоним пек çỹреççĕ. Чылай чухне вĕсен пĕлтерĕшĕ те пĕр евĕрлĕ, анчах, ăнлансан, вĕсен хушшинче пысăк уйрăмлăх пур. Тĕслĕхрен, сăнпа илемлĕ çын хытă чунлă пулсан, эпир çак çын пирки илемлĕ теме пултараймастпăр. Е тепĕр тĕслĕх. Островские лайăх пĕлнĕ çынсен асаилĕвĕнчен вăл. "Николай Островский пурнăçĕнчи юлашки çулсем... Тĕлпулăвăн пирвайхи минучĕсенче унăн сăнĕ йывăр туйăмсем çуратнă. Анчах нумай та вăхăт иртмест, тавралăх йăлт улшăннăн туйăнать. Хăйне çирĕп тытни, пурнăçа чунтан юратни, йывăрлăх умĕнче пуçа усманни, малашлăха шанни вилес пек чирлĕ писателĕн сăн-питне калама çук илемлетсе ярать". Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, илеме туясси вăл _ çуралнă чухнехи туйăм. Пĕчĕк ача утма та, калаçма та пĕлмест-ха, анчах тетте патне аллине туртать, вăл ача куçне илĕртет.
Ача анне сăмаха калама та пĕлмест-ха, анчах çывăх çынни ун енне пуçне пĕксенех, ăна курса ăшшăн кулса ярать. Амăшĕн уçă калаçăвне, çепĕç юрă итленĕ май ача хавасланса тапкаланать, унăн куçĕсем çиçеççĕ.
Çемьере хытăрах калаçнă вăхăтсенче вара çамрăк ача мĕн пулса иртнине ăнланмасăрах йĕрет. Çак тĕслĕхсенчен куратпăр ĕнтĕ, ача, хăй пĕчĕк çеç пулин те, лайăххипе начаррине уйăрать.
Пирĕн тулашри илеме курма пĕлекен ывăлпа хĕртен чунĕ- пе илемлĕ ачасем ỹстермелле. "Роза _ хитре чечек" _ теме пĕлхи кăна çителĕксĕр. Унăн ырă шăршине туймалла, илемпе киленмелле.
Илеме чăн-чăн вăйлă туякан ача ăна çутçанталăкра, искусствăра, пурнăçра, йăлара, çынсен хутшăнăвĕнче курса тĕлĕнет çеç мар, вăл ăна хỹтĕлет, сыхласа хăварать, хăй аллипе тăвать, тыткаларăшĕпе çирĕплетет.
Илемпе эпир кулленех тĕл пулатпăр. Япалана хак панă чух яланах чĕлхепе усă куратпăр. Калакан шухăшсем итлекен чĕрине тарăнрах кĕрсе вырнаçаççĕ. Пирĕн чĕлхе илеме палăртакан сăмахсемпе питĕ пуян. Пуян чĕлхеллĕ çын çеç илемлĕх ăна мĕнле хумхантарнине чĕррĕн, уççăн, сăнарлăн палăртма пултарать. Çакă, паллах, пĕр кунта тумалли ĕç мар. Ăна вăрах вăхăт чăтăмлăн туса пымалла.
Çыннăн илемлĕх туйăмне аталантарса çирĕплетес çĕрте чĕлхе питех те пысăк вырăн йышăнать терĕмĕр. Тăван чĕлхен илемне туйса илме хăнăхтарас ĕçре вара предложенири сăмахсем пĕр-пĕ-ринпе илемлĕ çыхăнса тăманнине асăрхама, кирлĕ пулсан, хăшпĕ- рисене вырăнлă та витĕмлĕ урăххисемпе улăштарма пĕлни питĕ паха. Çакă вара калас шухăша, палăртас туйăма тĕрĕс те тарăн уçса пама пулăшать, çыраканăн е калаçаканăн сăмахĕсене витĕ-млĕрех тăвать. Çакăнтан пуçланса каять те ĕнтĕ чĕлхе илемĕпе усă курма пĕлесси.
Шел пулин те паянхи пурнăçра нумайăшĕ хăйне тỹрккес те кăнттам тытать. Тăван чĕлхе илемне, унăн асамлă вăй-хăватне ним вырăнне те хумасть, кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсемпе усă курса илеме варалать. Çапла ан пултăр тесен пирĕн, аслă ăру çыннисен, ачасене мĕн пĕчĕкрен чĕлхе, çут çанталăк, чун-чĕре илемне туйма-курма вĕрентсе ỹстермелле.
Н. Никитина, тăван ен культурине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)