16 августа 2016 г.
Иртнĕ эрнере район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Кзыл Чишма, Красномайск ялĕсенче пурăнакан халăхпа тĕл пулнă, районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи экономика кăтартăвĕ- пе, çулталăка ăнăçлă вĕçлемелли тĕллевсемпе паллаштарнă. Ял халăхĕпе тĕл пулнă пухусенче ял тăрăх пуçлăхĕ Рустям Минаев çак тапхăрта пурнăçланă ĕçсем пирки отчет туса панă.
Ун хыççăн халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçмалли пуху Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Анат Чакă, Пỹртлĕ ялĕсенче те иртнĕ. Çак программа малалла та тăсăлать.
Сăмах май каласан, иртнĕ кĕркунне район администраци пуçлăхĕн пуçарăвĕпе структура подразделенийĕн ертỹçисем, тĕп специалистсем кашни ял тăрăхне çитсе вырăнти халăха пăшăрхантаракан ыйтусемпе кăсăкланнăччĕ. Хальхинче вара район влаçĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 56 яла çитсе вĕсен шухăш-кăмăлĕпе, пурнăçĕпе паллашма тĕллев лартнă.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)