АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр кăмакара мар, тарпа пиçет

16 августа 2016 г.

Çăкăр ыйтăвĕ яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Хресчен ака пирки ирхине куçне уçсанах шухăшланă. Никĕсе хывнă тырă шăтса тухиччен куллен çумăр çăвассине кĕтнĕ. Нỹр ỹксенех унăн чĕри савăнăçлăрах тапнă, тухăç ăнса пуласса шаннă, хĕпĕртенĕ.

Çăкăр историйĕ питĕ тертлĕ, çавăнпа ăна хаклама пĕлнĕ. Ĕлĕк ашшĕ- амăшĕ ачисене ăна тĕпретсе çисен ятланă, сĕтел çинчен тĕпренчĕкне те пуçтарса илтернĕ.

Лаша тыткалама вĕренсен мана та çамрăка, вăй питти арçынсемпе пĕрле сухалама çирĕплетнĕччĕ. Эпĕ А. Кафизовпа, А. Лепешкинпа, И. Пешневпа пĕрле, "Путь социализма" колхозăн виççĕмĕш бригадин ĕçченĕсемпе, ирхи 4 сехетре хире васканă. Ирхи 6-7 сехетре çемьерен кам та пулин апат илсе пыратчĕ. Урхамахсене те сĕлĕ çитернĕ.

Колхозсем аталанса пынă вăхăтра механизаторсем, колхозниксем, ватти-вĕтти çурхи ĕçсене ир пуçăннă. Çанталăкăн пархатарлă вăхăтне сая ярасшă пулман. Кĕске вăхăтра, çĕр нỹрлĕ чухне акса хăварма тăрăшнă, çавна май тухăçне те илнĕ.

Самана арпашăнма тытăнсан патриотлăх туйăмĕ çынсенче чака пуçларĕ, кăтартусем те начарланчĕç. "Çурхи кун çулталăк тăрантарать" текен ваттисен сăмахĕ хăйĕн вăйне çухатма пуçлани сисĕнет.

ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов каланă тăрăх, кăçал пỹлмене 580 пин тонна тырă кĕмелле. Хуçалăхсенче выльăх- чĕрлĕх йышлă усранă май ку çителĕксĕррине, 700 пин тонна яхăн кирлине палăртрĕ. Апла пулсан тата тăрăшарах ĕçлемелле, ытларах тухăç илессишĕн тăрăшмалла. Минераллă удобренисен, гербицидсен хакĕсем ỹснипе ытлашши усă кураймаççĕ, çавăнпа та çĕнĕлĕхсем шырама тивет. Ман шутпа, сидерат çине куçмалла. "Сидерат-38" люпин сорчĕ йỹне ларакан удобрени. Унра алкалоид виçи 1,5 процента çитет, тăпрари сиенлĕ чылай бактерине аталантарма памасть. Сидерат культури мĕн чухлĕ вăйлăрах, çавăн чухлĕ наркăмăшлăрах.

Ял хуçалăх культурин тухăçне ỹстерес ĕçре аммиак шывĕпе усă курни те вырăнлă. Вăл ытти удобренинчен йỹнĕрех те. Унпа пĕр тапхăр ĕçлесе илтĕмĕр те лăплантăмăр. Паян Тутар Республикинчи, Елчĕк районĕнчи хăш-пĕр хуçалăхсенче çак удобрение тепĕр хут сапма пикенчĕç. Паллах, кĕрпеллипе ĕçлеме ансатрах, хакне шута илсен аммиак шывĕ çине куçсан лайăхрах.

В. Михайлов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика