АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрохими тĕпчевĕсем

16 августа 2016 г.

 Агрохими тĕпчевĕ-сем _ çĕре лайăхлатас енĕпе ирттермелли ĕçсенчен пĕри тесен те юрать. Саккунсемпе килĕшỹллĕн çак ĕçе 5 çулта пĕрре ирттермелле. Вăл çĕр япăхнин шайне палăртать, çавăн пекех çакăн сăлтавне уçăмлатать.

Çĕрте гумус тата фосфор, кали шайĕ епле пулнине кура минерал тата органика имçамĕсем мĕн чухлĕ кирлине пĕлетпĕр. Акă Вăрнар районĕнчи пĕр хуçалăх уйри çĕрсене 100 тонна агрохимикатсемпе апатлантарнă. Тен, ытлашшипех тăкакланă унта, е çителĕксĕр?

Тăпра пулăхлăхне пĕлсе тăрас тĕллевпе Россельхознадзорăн ĕçченĕ-сем кашни çулах çĕр пробине илеççĕ. Пĕлтĕр 549 пробăна Самара тата Чулхула референт центрĕ- сенче, Хусан хулинчи ветеринари лабораторийĕнче тĕпчеттернĕ. Усси пурах _ 12 пробăра пулăхлăх чакни палăрнă.

Йывăр металсен шайĕ нормăран пысăкраххи пирки сăмах пуçарнă май вара Шупашкар районне тỹрех асăнаççĕ инспекторсем. Асăннă районта çĕре кайăк-кĕшĕк каяшĕпе варалантарнă пĕр тĕслĕх кăна мар. Нитрат виçи те, сиенлĕ бактерисен виçи те нормăран ирттереççĕ. Йывăр металсем Патăрьел, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Вăрнар, Пăрачкав районĕсен çĕрĕсенче те ытлашшипех пулни палăрнă.

Н. Васильева, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика