16 августа 2016 г.
Патăрьел районĕн матур та пултаруллă ывăл-хĕрĕ Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче те ят-сум, хисеп çĕнсе илни пирĕншĕн пысăк мăнаçлăх. Çак кунсенче çеç Юхмапа Пăла тăрăхне тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Канашри вăрман хуçалăхне 30 çула яхăн ăнăçлă ертсе пыракан Дамир Рафаилович Юнусова Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ лесовочĕ" хисеплĕ ята панă.
Шăнкăртам хастарĕ карьера пусмине вăрмана сыхлас тата хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен инженертан пикеннĕ. Каярахпа хăйĕн ĕç стажне Канаш районĕнчи Тобурданово лесничинче малалла пуянлатнă. Ăста специалист тăрăшулăхне пула çулсеренех вăрманти питомникре 2 миллион ытла лартмалли тĕрлĕрен йывăç хатĕрленĕ. Унăн харсăрлăхĕпех хыр, юман йывăççисен лаптăкĕсем те самай ỹснĕ, вăрмана упрас, сыхлас ĕç те вăйланнă. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне витĕмлĕ туса пынăран вăрман законодательствине пăснă тĕслĕхсем те сахалланнă. Пĕтĕмлетсе каласан, ентешĕмĕрĕн çитĕнĕвне, ĕçри ỹсĕмне Раççей шайĕнче хакланăшăн эпир те савăнатпăр.
Строительсен кунĕ умĕн вара "Патăрьелĕнчи машинăпа технологи станцийĕ" тулли мар яваплă обществăри Александр Иванович Цветков прораба строительство отраслĕнче нумай çул тỹрĕ чунпа ĕçленĕшĕн Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ят панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)