16 августа 2016 г.
Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа районта 22 пушара шута илнĕ. Вут-кăварпа çыхăннă инкексем кил-çурт хуçисене тĕрлĕрен сăлтавпа шар кăтартнă. "01" служба сотрудникĕсен пĕтĕмлетĕвĕнчен чылай чухне кил хуçисем пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран, асăрханманран пысăк тăкак тỹсни паллă. Çак кунсенче акă Люля ялĕнче илемлĕ те капмар çурт ирпе-ирех вут серепинче юрăхсăра тухнă. Инспекторсен тĕпчевĕнчен кил хуçисем мунча хутни паллă. Инкек шăпах çавăнтан амаланнă. Юрать-ха, çурт-йĕрне хуçасем çулсеренех страхласа пынă. Тăкакăн пĕр пайне саплаштарма пулать темелле.
Темиçе кун каялла çеç Патăрьелĕнчи пĕр арçын бензинпа ĕçлекен пăчăкăна ĕçлеттерсе ярас тесе тăрмашнă вăхăтра вара чутах хăй çунса кайман. Халĕ пиçсе кайнă сурансемпе Шупашкарти больницăра сипленет. Кирек мĕнле ĕçре те асăрханманни инкек патне илсе çитерет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)