16 августа 2016 г.
Çак хĕрарăмпа куçа-куçăн курнăçса калаçман пулсан, амăшĕ виçĕ ачине мĕнле йывăрлăхпа çитĕнтернине хаклама та пĕлмен пулăттăм. "Мăшăрăмпа пĕр чĕлхе тупса пурăнаймарăмăр, уйрăлтăмăр. Малтанласа темиçе уйăх ачасемшĕн алимент тỹлекелерĕ-ха. Халĕ икĕ çула яхăн ĕнтĕ сас-хури те, укçи-тенки те çук. Аякка кайса ĕçлесе килнине те пĕлетĕп... Çичĕ пин тенкĕ укçапа ачасене ура çине тăратма питĕ йывăр. Кăçал акă пĕри шкула каять... Çурт-йĕрĕ те çĕнĕ мар...",
_ хăйĕн пурнăçĕнче савăнăçпа ырлăхне курма ĕлкĕреймен çамрăк кин чун-чĕререн пăлханса калаçрĕ. Çемьере ашшĕпе амăшĕ килĕштерсе пурăнайманран Турă пилленĕ виçĕ пепке çурма тăлăх пурăнать. Вăл çеç те мар-ха, çул çитмен ачасем ыттисемпе танлаштарсан хăйсене хỹтлĕхсĕр туяççĕ. Вĕсене ашшĕ ăшши, унăн çирĕп воспитанийĕ çитмест. Вĕсем çумне тата укçа-тенкĕ проблеми хутшăнать. Чун ыратăвне лăплантарас тĕллевпех районти аслă суд приставĕпе Г. Авкипе калаçу пуçартăмăр. Ачисене пăрахса çỹрекен "куккук" ашшĕ-амăшĕпе йĕрке хуралçисем еплерех кĕрешеççĕ-ши?
_ Çул çитмен ачасемшĕн алимент пурăнмалли тупăш çăл куçĕ шутланать. Çавăнпа та тĕрлĕ-рен сăлтавпа е унсăрăнах хăйĕн пепкисемшĕн алмимент тỹлессинчен пăрăнакансем ирĕкре нумай ыр курса çỹреймеççĕ. Тарсан-тарсан вĕсен пурпĕрех суд сакки çине ларма, саккуна пăхăнма тивет. Сăмахран, хальхи вăхăтра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн уйрăмĕнче алимент шыраса илес тĕллевпе 232 ĕç уçнă. Вĕсенчен 90-шĕ алимента ячĕшĕн, пĕчĕк сумма тỹлесе тăраççĕ е пачах та РФ УКăн 157 статйин 1 пайне пăхăнмасăр тарса çỹреççĕ. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне çак статьяпа 22 уголовлă ĕç пуçарнă. Кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕ хыççăн çеç право йĕркине пăхăнман 9 çын ячĕпе административлă протокол çырнă, алимент тỹлемен сакăр çынна суд обязательнăй майпа ĕçлемелле тунă, пĕрне вара административлă арестпа пилĕк суткана ирĕкрен хăтарнă. Урăхла каласан, явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулатех. Çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹ- лессинчен пăрăнса çỹрекенсен те саккун умĕнче явап тытмалли вăхăчĕ çитет.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)