АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав ăнăçлă вĕçленчĕ

16 августа 2016 г.

Ĕнер, августăн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕçленчĕ "Ялта çителĕклĕ _ çĕршыв тĕреклĕ" ятпа йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ районта ăнăçлă иртрĕ. Районти пилĕк участокра 32 çыравçă тата пилĕк инструктор ĕçе кал-кал та тухăçлă йĕркелесе пычĕç, кашни çемьене çитсе хуçалăхпа çыхăннă кирлĕ хуравсене çырса илчĕç. Çыравçăсен ĕç объекчĕ сахалах пулмарĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен вĕсенчен кашнийĕшĕн 460-тан кая мар çемьери хуçалăха тишкерме тиврĕ. Çавăнпа та пĕрремĕш участокри И. Карсакован та тăван Алманчă ялĕнче пурăнакансемпе çеç мар, Сăкăтри хăш-пĕр çемьесемпе те çырав анкетинчи ыйтусемпе чуна уçса калаçма тивнĕ.

_ Пĕтĕмĕшле илсен ял çыннисем ял хуçалăх çыравĕ пирки тулли информаци илни сисĕнчĕ. Кирек хăш вăхăтра вĕсем патне пырсан та хуравсене кăмăлтан пачĕç, турткаланса, хирĕçлесе тăмарĕç. Çулĕпе аслăрах хăш-пĕр çынсем çеç "Ку сире мĕн тума кирлĕ, кăтартусене налук службине памаççĕ-и?" _ текен ыйтусемпе кăсăкланкаларĕç",_ кăмăлтан пĕтĕмлетрĕ хăйсен ĕçне Ираида Алексеевна Карсакова çыравçă.

А. Егорова.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: пĕрремĕш участокри И. Чиркина инструкторпа И. Карсакова çыравçă хут ĕçĕнчи кăтартусене тĕрĕслеççĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика