16 августа 2016 г.
Август уйăхĕнче çулленех "Тĕнчери кăкăр ĕмĕртмелли эрне" акци иртет. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри специалистсем унта хастар хутшăнаççĕ. С. Артемьева неонатологпа С. Ибетова психолог акă ача çураттаракан уйрăмра амăшĕсемпе калаçу ирттернĕ. Н. Сугутскаяпа Т. Жирнова гинекологсем пулас ача амăшĕсене кăкăр ĕмĕртнин уссине ăнлантарсах тăраççĕ.
Ача _ çемьешĕн, районшăн, патшалăхшăн чи пысăк пуянлăх. Вăл сывă çураласси, тĕреклĕ ỹсесси паллах, амăшĕнчен тата ăна кăкăр ĕмĕртнинчен нумай килет. Кăкăр сĕтĕнчен ача тĕрлĕ витамин, белок, углевод, çусем, минераллă тăварсем илет. Çаксем ăна лайăх ỹсме пулăшаççĕ. Кăкăр сĕчĕ ачасен организмне тĕрлĕ чир-чĕртен (аллерги, вар-хырăм, анеми, рахит, грипп, сунас ересрен) сыхлать. Пепкене ĕмĕртни хĕрарăмшăн та усăллă. Вăл кăкăр тата ар органĕ шыçасран пулăшать. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх амăшĕн сĕтне ĕмсе ỹснĕ ачасем аслисене ытларах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вĕсен хушшинче усал ĕç тăвакансем, наркомани, алкоголизм чирĕсемпе чирлекенсем те сахал тĕл пулаççĕ. Кăкăр сĕчĕ яланах ăшă, таса, укçа та тăкакламалла мар.
Юлашки çулсенче лавккасенче ăна улăштаракан тĕрлĕрен хутăш сутма тытăнчĕç. Çавна май кăкăр сĕчĕ çитерекен хĕрарăмсен шучĕ районта та, республикăра та, Раççейре те чакрĕ.
Тĕпчевçĕсем шутласа пăхнă тăрăх, амăшĕсен 95 проценчĕ ачасене кăкăр ĕмтерме пултараççĕ. Пирĕн районта хĕрарăмсен 80 проценчĕ тăватă уйăха çитиччен ачасене хăйĕн сĕчĕпе ỹстерет. Çулталăкчен ĕмĕртекенсен шучĕ вара сахалрах.
Тин çуралнă пепкесене çур сехетрен кăкăр çиме пулăшмалла. Ку ĕçре медицина работникĕсен, ача амăшĕсен тăрăшмалла. Кăкăр çиекен ачана ĕмкĕч, соска памалла мар.
Кашни хĕрарăмăн ача çуратса ăна кăкăр сĕтне ĕмĕртсе ỹстерес тĕллев пулмалла. Çавăн чухне çеç эпир амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама пултаратпăр.
Л. Петрова, район больницин ача-пăча врачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)