16 августа 2016 г.
Августăн 15-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта Суворов çарĕ Нови патĕнче французсене çапса аркатнă. Францин 7 пин салтакĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, виçĕ пинне тыткăна илнĕ.
Августăн 20-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта вырăс çарĕсем Германи çарне Гумбиннен çапăçăвĕнче çĕнтернĕ. Çав кунах 1939 çулта Хĕрлĕ çар Монголие кĕрсе кайнă яппунсем çине тапăннă. Халхин Гол юханшывĕ патĕнче яппунсен 60 пин салтакĕ вилнĕ, пирĕннисенчен виçĕ хут ытларах. Монголи хирĕсенче яппунсене тытса чарни вĕсем СССР çине тапăнса кĕрессине чарнă.
Августăн 23-мĕшĕ. 1943 çулта çак кун Курск пĕкки патĕнчи çапăçу вĕçленнĕ. Харькова ирĕке кăларнă. Тăшман 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 самолет çухатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)