16 августа 2016 г.
Иртнĕ шăматкун Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Физкультурник кунне халалласа массăллă спорт мероприятийĕ иртрĕ. Уяв хирти хĕрỹ ĕççипе тỹр килнине пăхмасăрах харсăрсенчен харсăррисем, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакансем, спорта кăмăллакансем старта тăчĕç, тĕрлĕ вăйăра хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Спортсменсемпе физкультурниксене, хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисене уявпа район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Николай Краснов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Моисеев, район Пухăвĕн депутачĕсен председателĕн çумĕ Петр Перепелкин саламларĕç, çĕнĕ çитĕнỹ тума вăй-хал сунчĕç. Уява кире спорчĕн тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерỹçи, хамăрăн хисеплĕ ентеш Борис Глинкин, ытти хисеплĕ спорт ветеранĕсем хутшăнни старта тăракан çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнне пулчĕ.
Стадиона пуçтарăннă спортсменсене уяв ячĕпе саламланă май "Паттăр" ФСК директорĕн "лавне" нумай пулмасть çеç кỹлĕннĕ Анатолий Моисеев районта спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕмĕтсене палăртрĕ, çак кунхинех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем Чăваш Республикинче триатлон тата дуатлон енĕпе иртекен уçă чемпионатра хутшăнассине пĕлтерчĕ.
Шăрăх çанталăка пăхмасăрах уява пуçтарăннă хĕрарăмсемпе арçынсем 100 тата 400 метрлă дистанцире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 50-59, 60-69, 70 çултан аслăрах спортсменсем старта тăни вара куракансене пушшех хавхалантарчĕ. Районти пĕр спорт мероприятинчен те айккине тăрса юлман спорт ветеранĕсем умĕнче пуçа таймалăх та пур. Ытти çулсенчи пекех уявра алă вăйне те виçрĕç, шахматла, мини-футболла вылярĕç, канат туртса ăмăртрĕç, чушкăлла выляса ăсталăхне кăтартрĕç тата ытти те. Ăмăртусенче палăрнă спортсменсене ятран асăнса дипломсемпе тата парнесемпе чыс турĕç.
Терентий Давыдов, спорт ветеранĕ:
_ Спорт маншăн пурте: чăн малтанах сывлăх, ăнăçу, çитĕнỹ, шанчăклă та çирĕп кăмăллă туссем. Хамăн шăпама спортпа çыхăнтарнăшăн чĕререн савăнатăп. Пирĕн кăçалхи Физкультурник кунĕ Бразилири Рио-де-Жанейрори хĕрсе пыракан Олимпиадăпа тỹр килчĕ. Май пуррипе усă курса эпĕ хамăрăн спортсменсене пысăк ăнăçу çеç сунатăп. Стадионти çаврăма вара эпĕ çула кура мар çăмăллăн, хавхаланса чупса тухрăм.
Н. Мазякова. Автор сăн ỹкерчĕкнсенче: уяв саманчĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)