16 августа 2016 г.
Шăнкăртам хĕрĕ Ахметова (ача чухнехи хушамачĕ _ Емекова) Гельсине Минкадировна 1984 çулта Чĕмпĕрти фармацевтика колледжне пĕтернĕ. Унтанпа виçĕ теçетке çул ытла ĕнтĕ вăл халăха эмелсемпе тивĕçтерес ĕçре вăй хурать. Диплом илнĕ хыççăн тăватă çул Шупашкарти аптека киоскĕсенче опыт пухнă, унтан яла çывăхри Патăрьелне килсе райцентрăн тĕп им-çам çуртне вырнаçнă.1995 çултанпа _ çак патшалăх фармацевтика сетĕн Шăнкăртамри киоскĕнче.
Ватăпа _ ватă, çамрăкпа çамрăк пулма тата пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен Гельсине Минкадировнан пĕчĕк суту-илỹ кĕтесĕ пĕрре те пушă тăмасть: пĕри кĕрет те тепри тухать.Кунĕ- пех çын ун патĕнче. Ăста специалист çынна алла ампула е таблетка тыттарса янипе кăна лăпланмасть, усă курма пĕлтĕр тесе пĕтĕмпех чăмласа парать. Сĕнỹ ыйтма килекен те пайтах. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче ял администраци кантурĕнчи пỹлĕме арендăна куçсан, кунта пушшех те йышлăн çỹреме пикеннĕ. Унтанпа таварçаврăнăш икĕ хут ỹснĕ.Çакă вара аптекарьшĕн савăнăç кăна.
Л. Николаев.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче Г. Ахметова ĕçре
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)