АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика бюджечĕн тупăшĕ ỹснĕ

19 августа 2016 г.

Ытларикун, августăн 16-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 39-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ ("Единая Россия" фракцинчен) Николай Малов паллаштарать. 

Сессинче тĕп ыйту республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси тăчĕ. Вăл лайăх еннелле пулчĕ. Тупăш пайĕ 4,3 млрд чухлĕ ỹснĕ. Çакă федераци хыснинчен 3,7 млрд тенкĕкуçарса панипе çыхăннă. Çавăн пекех хамăрăн вырăнти налукран тата ытти бюджетран 580 млн тенкĕ кĕни те савăнтарать.

Ку ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн пĕр шухăшлă тата федераци правительствипе, "Единая Россия" фракцин РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе пулчĕ. Шел пулин те, бюджетри улшăнусене пĕр шухăшлă пулса йышăнмарĕç. "Справедливая Россия" фракци тытăнса юлчĕ. Эпир вара "Единая Россия" фракци, тăватă миллиард тенкĕ ытла ахаль çеç выртнипе, республика аталанăвĕшĕн ĕçлеменнипе килĕшме пултараймарăмăр.

Укçан тĕп пайĕ çул-йĕр тума каять. 900 млн тенкĕ ытларах вĕренĕве аталантарма _ 583 млн çĕнĕ шкулсем, 141 млн икĕ ача сачĕ тума _ уйăрнă.

Федераци бюджетĕнчен культурăна, вăл шутран туризма, социаллă сферăна, физкультурăпа спорта аталантарма, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, агропромышленность комплексне пулăшма тĕллевлĕ хушма укçа кĕнĕ. Ку вара 2016 çулхи бюджетшăн та палăрмаллах тепĕр пысăк тупăш. Тепĕр созыври депутатсем ку ыйту патне тепĕр хут таврăнасса, хушма укçана тăван республикăн халăх хуçалăхне тата социаллă сферăна аталантарма яма "Единая Россия" фракцийĕ çителĕклĕ пуласса шанатăп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика