19 августа 2016 г.
Августăн 13-мĕшĕнче район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тата кăнтăр районĕсен зоотехник-консультанчĕ Н. Пирожков, Э. Бахмисов ĕç ветеранĕ Пермь крайĕнчи Уински районĕнче тăххăрмĕш хут иртекен "Пыл сăпасĕ" фестивале хутшăннă.
Н. Пирожков та фестивале пушă алăпа кайман. Николай Петрович Мускавра март уйăхĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕнче _ "Вĕлле хурчĕ тата çын" форумра Раççейĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă Турхан пылне илсе çитернĕ. Çавăн пекех вăл унта утарçăсем хушшинче йĕркеленĕ конкурссене те хутшăннă.
Л. Кузнецов çакăн пек уява районта та республика шайĕнче ирттерсен аваннине, ăна валли условисем çителĕклине палăртнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)