АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей кинематографĕнче палăрнă пирĕн артист

19 августа 2016 г.

Çĕршывра "Кино каçĕ" акци старт иличчен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Раççейри Кино çулталăкĕнче чăваш çĕршывĕпе çыхăннă юратнă артистсене, вĕсем ỹкерĕннĕ кино ячĕсене ятран асăнни те вулакансемшĕн вырăнлă пулĕ. Пирĕн чăн малтанах пĕрремĕш чăваш фильмĕсене ỹкерекен паллă актер, режиссер, драматург, ЧАССР халăх артисчĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн ячĕсене асра тытмалла. Сăмах май Иоаким Степанович ỹкернĕ картинăсене вăхăтĕнче чикĕ леш енче те хапăлласа йышăннă.

"Город первой любви", "Три дня в Москве" кинофильмсенче вылякан Станислав Юрьевич Садальский вара пуринчен ытла Патăрьелсемшĕн юратнă киноактер пулма сăлтавĕ те пысăк. Унăн йăх-тымарĕ-сем чăвашсем, еврейсем, поляксемпе украинецсем пулнине пăхмасăр, Станислав Садальский 1951 çулхи августăн 8-мĕшĕнче пирĕн районти Шăнкăртамра (ун чухне Чкаловски пулнă) çуралнă. Апла пулсан эпир унпа, унăн творчество пултарулăхĕнчи ĕçсемпе Раççей кинематографĕнче палăрнă пирĕн актер тесе мăнаçланма та пултаратпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика