19 августа 2016 г.
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче следовательсем 26, 32 тата 34 çулсенчи çамрăксем пирки РФ УКăн 131 статйин 2 пайĕн "а" пункчĕпе килĕшỹллĕн (маларах калаçса ушкăнпа мăшкăллани) пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе çитерсе район судне йышăну тума ярса панă.
Усал шухăшлă çынсем январĕн 27-мĕшĕнчи каçхине виççĕшĕ те ĕçсе лартнă. Ĕç-пуç кунпа çеç вĕçленмен. Çакскерсем тепĕр юлташĕ патĕнче тата хăналаннă хыççăн ăна хĕнесе пăрахнă та хăйсем вара унпа пĕрле пурăнакан 38 çулхи хĕрарăма черетпе мăшкăл кăтартнă. Аскăн шухăш ырри патне илсе çитерменни паллă ĕнтĕ. Преступниксемшĕн саккун умĕнче çăмăллăх пулмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)