19 августа 2016 г.
Августăн 16-мĕшĕнче районти строительсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Вĕсене республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕр министрĕн çумĕ В. Максимов, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков саламларĕç.
Савăнăçлă мероприяти Патăрьелĕнчи 12 хваттерлĕ çурта хута янинчен пуçланчĕ. Пысăк та хитре объекта "Энергострой" пĕрлешỹ тунă.
Уявăн малалли пайĕ район администрацийĕн Пысăк залĕнче тăсăлчĕ. Строительсен çур çулхи ĕç-хĕлне район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов пĕтĕмлетрĕ, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ултă уйăхра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ветеранĕн 10 çемйи пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă. Çак кунсенче "Тăрăн - Кĕçĕн Арапуç" çула тума пикенеççĕ. Унăн тăршшĕ 3,2 çухрăм.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата министр çумĕ В. Максимов строительсене саламларĕç, вĕсен профессийĕ хисеплисенчен пĕри пулнă май ĕçре палăрнисене Раççей, республика, район шайĕнчи Хисеп хучĕсене пачĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)