19 августа 2016 г.
Кĕрхи культурăсене акма тухмалли вăхăт та çитрĕ. Районта Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ яваплă ĕçе августăн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш пуçăнчĕ. Технологипе килĕшỹллĕн тулла августăн 15-25-мĕшĕсенче никĕсе хывса хăварсан аван теççĕ. Çакна шута илнĕ те кунта. Вăрлăха "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен 30 тонна туяннă. Сăмах май, туллăн "бирюза" сорчĕ кăçал унта пĕр гектартан 50 центнер ытла тухăç панă. Планпа килĕшỹллĕн кĕрхисене 300 гектарта çитĕнтермелле, пĕр пайне _ 160 гектар _ 10 çул ытла усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе акаççĕ.
Ф. Алеев тата А. Хисаметдинов механизаторсем вăрлăха мамăк пек кăпăшка тăпрана никĕсе хываççĕ. Р. Бикмуллов, А. Макаев сеяльщиксем вĕсене пулăшаççĕ. Акана Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекен Р. Феизов студента та явăçтарнă. Руслан аллине диплом илнĕ хыççăн тăван хуçалăхрах вăй хума шухăшлать.
Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕр улми уйĕнче техника шавĕ тăрать. Хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăр" 210 гектар йышăнать, халь пилĕк гектарта çитĕннĕ "жуковский ранний" сорта кăларма пуçăннă. Маларах Н. Каштанов механизатор авăра ятарлă хатĕрпе çулнă. С. Краснов "Колнаг" комбайнпа кăларать. Хуçалăхра пурĕ виçĕ "карап", тепĕр иккĕшĕ ĕçе массăллă тытăнсан уя тухаççĕ. В. Чермасов ЗиЛ автомашинăпа йĕтеме турттарать.
_ Çĕр улмин йышĕ пур, анчах июль уйăхĕ питĕ шăрăх тăнипе йĕркеллĕ ỹсеймен, çавна май тухăç та пĕчĕкрех. Тымар çимĕçе Сызраньтен, Самарăран туянма килеççĕ, _ пĕлтерчĕ В. Красников агроном.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)