23 августа 2016 г.
Кучухне бензин хакĕ йỹнех мар иккенне пула чылай автомашина водителĕ "тимĕр утне" газ вăйĕпе чупмалла çыхăнтарать. Ара, вăл икĕ хута яхăн йỹнĕ-çке! Анчах та завод кăларнă режима улăштарнă хыççăн автомашина хуçисен тỹрех инçе çула пĕр шухăшсăр тухса кайма юрамасть. Чăн малтан вĕсен районти ГИБДД уйрăмне кайса çакăн пирки хутне улăштармалла. Енчен те çак йĕркене пăхăнмасан, саккун умĕнче çылăха кĕнĕ водителĕн явап тытма, штраф тỹлеме тивет. Иртнĕ эрнекун республикăра çак тĕллевпе ятарласа "Переоборудование" ятпа операци йĕркеленĕ. Районти ГИБДД инспекторĕсем хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, операци вăхăтĕнче тăватă çын ячĕпе протокол çырнă. Айăпа кĕнисен вара çемье бюджетне самаях çỹхетме тивĕ: ахаль çынсен 3 пин, должноçри çынсен 5, юридика пĕлтерĕшлисен вара 30 пин тенкĕ таран кăларса хумалла пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)