23 августа 2016 г.
Паян интернет тетелĕ анлă сарăлнă тапхăрта çĕнĕ хыпарсемпе, рекламăсемпе питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмалла. Мошенниксен çунатлантаракан, хавхалантаракан информацисен серепине çаклансан, нимĕн те мар чике тăршшĕ ларса юлма та пулать. Çак кунсенче редакцине пĕр çамрăк çын кĕчĕ. Хăйĕн йăнăшне çынсем ан туччăр тесе пăшăрханать иккен каччă. Çакскер интернетра питĕ лайăх телефон сутнине асăрханă. Вăл тахçанах ĕмĕтленекен çыхăну хатĕрĕ ыттисем пек хаклах та мар иккен, Мускавран почта урлă темиçе кунтанах çаврăнса килессе те шантарнă. Хыпăнса ỹкнĕ йĕкĕт вăраха тăсмасăр кирлĕ суммăна тỹрех ятарлă счет çине куçарса та панă. Чăнах та тавар çийĕнчех çаврăнса килет. Анчах та клиент бандероле уçать те... Хăть йăванса кай! Телефон вырăнне йỹнĕ футляр вырта парать! Юрать-ха, тỹрех районти йĕрке хуралне шăнкăравлама ăс çитернĕ. Вĕсем вара йĕр çине тухнă.
Юлашки уйăхсенче çеç çакнашкал тĕслĕхсем пĕрре мар та пулнă иккен районта. Çак сăлтавпах пĕрне чăмлак, теприне вара посылка тулли стакан тултарса янă тĕслĕхсем те пур...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)