АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕл çиччĕ илтнине пĕрре курни çирĕплетрĕ

23 августа 2016 г.

Иртнĕ эрнекун Наци радиовĕн журналисчĕсем район ĕçченĕсене, вĕсен передачисене чăтăмсăррăн кĕтекенсене Владимир Егоров аслă редактор ертсе пынипе хăйне евĕр пысăк уяв парнелерĕç. Сăмах ăстисен çĕнĕ проектне ырлакансем каçкỹлĕм район администраци умне йышлăн пуçтарăнчĕç: ватти те, вĕтти те хăйсен çепĕç те кăмăллă сассисемпе тыткăнлакан авторсене куçа-куçăн курас шутпах килĕсенчен хăпса тухрĕç.

Журналистсен "десанчĕ" республикăри аякри районсенчен пĕрне ахальтен çеç суйласа илмен. Массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ _ район аталанăвне, ỹсĕмне, пирĕн хастар та пултаруллă, çĕршыв малашлăхĕшĕн чунне парса тăрăшакан ĕçченсемпе курнăçасси. Çак тĕллевпех вĕсем маларах ытти районсене те çитнĕ.

Радиожурналистсен пысăк ушкăнне чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕн çĕрĕ çинче хапăл туса кĕтсе илнĕ. Рудольф Васильевич нумай нациллĕ пĕчĕк çĕршывăн _ Юхмапа Пăла тăрăхĕн _ аталанăвĕпе, малашлăхĕпе паллаштарнă хыççăн, передача авторĕсем _ Екатерина Семенова, Роза Деменцова, Валентина Белова, Ирина Лампасова _ кашнийĕ хăйсен проекчĕсемпе кăларăмсем хатĕрлеме пирĕн ĕç паттăрĕсемпе, Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсемпе, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансемпе, хăйсен хỹтлĕхне ача усрава илнĕ çемьесемпе тата ыттисемпе те тĕл пулнă. Журналистсемшĕн районти пĕчĕк ялсенчен пĕринче _ Апрушнайĕнчи ял уявне епле пысăк кăмăлпа йĕркелесе ирттернине пăхса киленме те, радио итлекенсемпе курса ăшпиллĕн калаçма та кăмăллă пулнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьел районĕнче Наци радиовĕн кунĕ тухăçлă та, кăсăклă та, тулли те иртнĕ. Ыран, августăн 24-мĕшĕнче 18.10 сехетрен пуçласа 19 сехетчен тỹрĕ эфирта журналистсем пирĕн район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа куçа-куçăн калаçĕç. Ытти кăларăмсен сыпăкĕсене вара эрне тăршшĕпех итлеме пулĕ.

А. Егорова.

Мухтав сана, Наци радиовĕ!

_ Наци радиовĕ эфирта çуралнă хыççăн пĕчĕк ача евĕр хĕпĕртерĕм. Çав тери килĕшеççĕ мана передачăсем. Кăларăмсене ертсе пыракансем те пĕринчен тепри кăмăллă, ырă, аякран шăнкăравлакан ял çыннин ыйтăвне чун-чĕререн, кăмăлтан татса пама тăрăшаççĕ. Эпĕ хам та çулталăкне вĕсен ятарлă телефонĕ çине çуралнă кунпа салам сăмахĕсем вĕçтерсе икçĕртен кая мар шăнкăрав яратăп. Тỹрĕ эфирта та чылай пулатăп. Тавах сана, Наци радиовĕ, эс пурришĕн!

Галина Илюткина, Кĕçĕн Патăрьел.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика