30 августа 2016 г.
Çак кунсенче Хусанта наци вĕрентĕвĕн кураторĕ- семпе, тутар чĕлхине вĕрентекен учрежденисен ертỹçисемпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас, проблемăсемпе малашлăх плансене сỹтсе явас тĕллевпе регионсем хушшинчи семинар иртнĕ. Пысăк кворума республикăран саккăрăн хутшăннă. Вĕсенчен пĕри Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти З. Мтеева учительница.
Тăван шкулта ачасене тутар чĕлхин ытарлăхĕпе вăрттăнлăхне 33 çул ытла вĕрентекен специалистшăн семинар чăн-чăнах асра юлнă. Пĕлỹ кунĕ умĕн Зекия Шейхулловнана семинарта кăкăр çине "За заслуги в образовании" текен паллăна çакса яни _ унăн нумай çулхи педагог ĕçне пысăк шайра хаклани. Пултаруллă та хастар вĕрентекен çак чыса чăнласах та тивĕçлĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса начар мар кăтартупа таврăнаççĕ. Иртнĕ çул та Зекия Шейхулловна хатĕрленĕ конкурсантка Люция Хисамутдинова тутар чĕлхипе литература енĕпе йĕркеленĕ пысăк олимпиадăран çĕнтерỹпе таврăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)