30 августа 2016 г.
Вăраха кайнă шăрăх кунсем хыçа юлаççĕ тесе пĕтĕмлетме иртерех те пулĕ. Çамрăксем çав-çавах шыв хĕрринелле, уçă вырăналла туртăнаççĕ. Иртнĕ эрнере Ыхра Çырминче пурăнакан çак каччă та уçăлса чỹхенес шутпах кăнтăрлахи апат хыççăн ултă çулхи пĕр ачапа кỹлĕ хĕрринелле кайнă. Çакскер, кунта шыва кĕме юраманнине, хăрушлăх пысăккине шута та илмен курăнать. Пăвари медицина училищинче вĕренекен йĕкĕт хăй лайăх та маçтăр, ăста ишме пĕлменнине шута илсех шыва кĕрсе кайнă та...
Район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Григорий Каллин хаçат редакцине çитернĕ хыпар тăрăх, кăçал пирĕн районта çеç шыва путса вилнĕ тăваттăмĕш тĕслĕхе шута илнĕ. Синкерлĕхе пула пурнăçран уйрăлнăскерсем пурте çамрăксем, вăй питтисем.
Хисеплĕ хаçат тусĕсем! Хамăртан килекен пăтăрмахран асăрханасси, унтан сыхă тăрасси пуриншĕн те тĕп тĕллев пулмалла. Инкек сас парса та, куçа курăнса та килмест. Çавăнпа та шыва кĕме юраман кỹлĕсенче чăмпăлтатма васкамалла мар! Кĕçĕннисене аслисемсĕр çыран хĕрринелле те ан ярăр. Пĕр самант чỹхенсе шывра киленессишĕн ĕмĕрлĕх пурнăçран уйрăлма, хурлăх курма та пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)