АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ватăлма памасть

30 августа 2016 г.

2013 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче республикăра пĕрремĕш хут Раççей пенсионерĕсен союзĕн Чăваш Енти уйрăмĕ пуçарнипе аслă ăрури арçынсемпе хĕрарăмсен "Спортри вăрăм ĕмĕрлĕх" ятлă Спартакиадине ирттернĕ. Ăна йĕркелеме Физкультурăпа спорт министерстви, "Урожай" спорт обществи, Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хастар хутшăннă. Сăмах май, ун чухне те, хыççăнхи ăмăртусенче те пирĕн район хастарĕсем пысăк çитĕнỹсем туса таврăннă

Çакăн хыççăн пурне те кăмăла кайнă Спартакиадăна тивĕçлĕ канăва кайнă спортсменсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пухнă. Кăçал вара ăна Пăлапа Юхма тăрăхĕнче ирттерме па- лăртнă. Кун пек чыслă ирĕке çĕнсе илме сăлтавĕсем те пысăк. Мăн спорт тỹпине патăрьелсем ĕлĕк те нумай çĕкленĕ, халĕ те чыса çỹлте тытаççĕ. Александра Деверинская, Фаина Краснова, Борис Глинкин, Сергей Афанасьев, Ирина Юманова, Минсеит Тазетдинов Тĕнче класлă спорт мастерĕсене тата вуншар та вуншар ытти ятсене спорт историне ылтăн сас паллисемпе çырнă. Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Ирина Калентьева велосипедистка хальхаççăн Рио-де-Жанейрора ирттернĕ Олимп вăййисене хутшăнма пултарчĕ.

Августăн 25-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона чылай районсемпе хуласенчи делегацисем килсе çитрĕç. Вĕсен шутĕнче спортра тупăшакансем кăна мар (командăра_тăватă арçын, тăватă хĕрарăм), хавхалантарса тăма килнĕ "чирлĕсем" те. Йăлана кĕнĕ тăваттăмĕш спорт уявне уçма район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, паллах ĕнтĕ, Физкультурăпа спорт министрĕ С. Шелтуков, республикăри пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертỹçи В. Сапожников, Пенси фончĕн представителĕ Н. Михайлов хутшăнчĕç, пурне те пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç.

Стадионта çулланнă спортсменсем дартс вăййинче ăмăртрĕç, сывлăш винтовкисенчен печĕç тата 1500 тата 900 метра чупса ăмăртрĕç. "Паттăр" ФСКра вара сĕтелçи теннисĕпе тата бассейнта ишсе вăй виçрĕç. Хутăш эстафета саманчĕсене сăнама та интереслĕ пулчĕ.

Спартакиада чемпионĕ ятне Шупашкар хулин команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Шупашкар районĕ. Пирĕн пенсионерсем хисеплĕ "бронза" çĕнсе илчĕç.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика