АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринар _ выльăх сиплевçи, уншăн ĕç _ чун уççи

30 августа 2016 г.

Район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ветеринари ĕçченĕсене тата ветеранĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунаççĕ.

Раççей юстици министерстви 2014 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче 188 номерлĕ "Ветеринари ĕçченĕсен професси кунне уявласси çинчен" приказне регистрациленĕ. Çапла вара ветеринарсем хăйсен уявне августăн 31-мĕшĕнче палăртма пуçланă.

Професси уявне _ Ветеринари работникĕн кунне _ туса хуни ветеринари специалисчĕсен тата çавăн пекех çĕршывра эпизоотие хирĕçле тата ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртекен ĕçченсен тỹпин пĕлте- рĕшне тивĕçлĕ хаклама май парать.

Ветеринари служби çинчен пуçласа ветеринарсем _ вĕсене канавалсем, лаша вĕрỹçисем тенĕ _ пирки урхамахсене ерекен чирпе кĕрешме тытăнсан калаçма пуçланă. Вĕсем пурнăçне шеллемесĕр, амак хăйсене ерме пултарассине пăхмасăр, вăй хунă. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче, Çĕпĕр язви хăратса тăнă самантра, Халăх комиссарĕсен Совечĕн пирвайхи указĕсенчен пĕри çĕршывра пĕрлехи ветеринари служби туса хурасси пулнă. Ветеринари медицинин пысăк çитĕнĕвĕсене нимĕнпе те хаклама çук, уйрăмах хăрушă чирсенчен _ Çĕпĕр чирĕнчен, чумаран, урмăш чи- рĕнчен, кайăк-кĕшĕк грипĕнчен, сыснасен мурĕнчен тата ыттинчен те хỹтĕлекен вакцинăсем шухăшласа кăларнă.

Хальхи вăхăтра патшалăх ветеринари служби тытăмĕнче темиçе пин специалист вăй хурать. Пирĕн районта 31-ĕн, вĕсенчен çирĕмĕшĕ аслă пĕлỹллĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче 10 ветеринари ĕçченĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, Хусанти, Чĕмпĕрти, Шупашкарти ял хуçалăх институчĕсенчен вĕренсе тухнă. Вăрнарти, Пăвари ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнисем те нумайăн.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен выльăхĕсене тата вĕсене пусса тирпейлекен цехсене, сĕт пухакан пунктсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци, ветеринари виçĕ лечебници тата 9 участокĕ, пĕр лаборатори тивĕçтерет. Коллективра чылай опыт пухнă специалистсем йышлă. Вĕсенчен 30 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа Ринат Азизов, Искендер Багманов, Людмила Волкова, Кефия Акишева, Тальгат Мустафин, Халимулла Хамматов, çавăн пекех "Хастар" хуçалăхри Иван Кошкин вăй хураççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекен выльăх тухтăрĕсем пирки те ăшă сăмах çеç калас килет.

Учреждени администрацийĕ ветучастоксемпе ветлечебницăсен ĕç-хĕлне çăмăллатассишĕн, пурлăхпа техника базине пуянлатассишĕн тăрăшать. Юлашки çулсенче хамăр вăйпа Шăнкăртамри ветеринари лечебницин çуртне турăмăр, газ кĕртрĕмĕр. Аслă Чементи, Сăкăтри, Ишлĕри ветучастоксене юсарăмăр. Ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Кзыл Чишмара, Туçара, Шăнкăртамра ĕнесене чуптармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Патăрьелĕнче эмел сутмалли ятарлă аптекăсем пур, вĕсене уйрăм предпринимательсем уçнă.

Паянхи çитĕнỹсенче унччен вăй хунă ертỹçĕсен тỹпи те пысăк. Ветеринари станцине П. Клычков, М. Тибайкин, Г. Платонов, М. Артемьев, В. Филимонов, А. Сапожников, Н. Чернышев ертсе пынă. 1997 çулта ку яваплă тивĕçе мана шанса пачĕç.

Ветеринари службинче ырми-канми тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн И. Тарасов, А. Сапожников, П. Исаков, О. Седойкина, Г. Галкин, Н. Чернышев, В. Ершова, П. Ефимов "ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" хисепе тивĕçнĕ.

Пирĕн ентешсем, ветеринари специалисчĕсем _ Расых Юсупов, Гальфия Ильясова (Хирти Пикшик), Ринат Салахутдинов, Минераис Багманов (Шăнкăртам), Иван Селиванов (Кĕçĕн Арапуç), Василий Григорьев, Татьяна Киргизова (Алманчă) _ тĕрлĕ регионта аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче, наукăпа тĕпчев институчĕсенче ĕçлеççĕ.

Районти пур ветеринари специалистне, ветерансене Ветеринари ĕçченĕсен кунĕпе чун-чĕ-ререн саламлатăп. Сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре çитĕнỹсем, килте килĕшỹ тата тулăх пурнăç сунатăп. Ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹретĕр, хисеплĕ ветеринари ĕçченĕсем!

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика