АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле чир-ха бронх астми?

06 сентября 2016 г.

Бронх астми _ вăраха кайнă чир. Вăл бронхсем шыçнипе пулать. Вăхăтран-вăхăта хытах аптратать, сывлăш пỹлĕнет, кăкăр хĕстерет, ỹсĕрттерет. Çак паллăсем çĕрле е ир енне уйрăмах вăйланаççĕ.

Бронхсем унта аллерги пуçаракан япаласем сывланипе е апатпа, е эмелпе лекнипе шыçаççĕ. Çакăн пек чухне бронхсен стенкисем вĕсене юнран лекекен тĕрлĕ клеткăпа тулаççĕ. Вĕсенчен пĕри _ эозинофил. Вĕсем бронх стенкисене тăртантаракан, мышцисене хутлантаракан, çыпăçакан лăймака кăларакан япаласем тăваççĕ. Çавна пула антăху приступĕ аталанать. Астма патне туртăм çук тăк çакнашкал реакци пулмасть. Астмăпа аллерги туртăмĕ вара пирĕн генсенче пур, çавăнпа йăхран куçма пултарать.

Чирпе мĕнле кĕрешмелле-ха?

Каларăмăр ĕнтĕ, бронх астмин сăлтавĕ аллергенпа хутшăнăва кĕни. Ăна май килнĕ таран сахаллатса тата шыççа хирĕçле профилактика мелĕсемпе, эмелсемпе усă курса сиплеççĕ.

Бронх астмипе чирлĕ çынсене спорт лайăх пулăшать. Чи витĕм-ли _ шывра ишни. Спорт валли вăхăт çитеймесен кашни кун 20-30 минут сывлав гимнастики тумаллах, диафрагмăпа сывлама вĕренмелле, тухтăр сĕннĕ ытти мелпе усă курмалла. Астмăпа чирлисен хỹтлĕх мелĕсем

Чи малтанах бронх астмипе пуçарнă аллергена палăртмалла та унран хăтăлма тăрăшмалла. Вара приступсем иртеççĕ е сахалланаççĕ.

Аллергена сывлав çулĕсене лекме вирус инфекцийĕ пурри çăмăллатать. Çавăнпа та вирус инфекцийĕнчен хỹтĕленесси тата унпа кĕрешесси бронх астминчен сипленмелли мелсен йышне кĕрет.

Сывлăхшăн сиенлĕ ĕçрен каймалла, тулашри япăх витĕмрен (чĕлĕм тĕтĕмĕ, транспорт тĕтĕмĕ) хỹтĕленмелле. Сиплев тата диагностика мероприятийĕсене аллерголог сăнаса тăнипе ирттермелле.

Хăвăртан нумай килет

Пирĕн эрăри саккăрмĕш ĕмĕрте пурăннă араб тухтăрĕ Абу Фараджи çапла каланă: "Асту, эпир виççĕн: эпĕ _ тухтăр, эсĕ _ чирли тата вăл _ чир, эсĕ ăна парăнса ун енне куçсан, иксĕр мана çĕнтерме пултаратăр. Эпĕ вара сана пулăшаймастăп". Чăн та, çаплах. Бронх астмипе аптраканăн хăйĕн чирĕ çинчен пĕтĕмпех тенĕ пек пĕлмелле, чир çивĕчленесрен хỹтĕленме пултармалла. Çавăнпа та пациентсене вĕренме ятарласа астма-шкулсем йĕркеленĕ. Пирĕн больницăра вăл 1998 çултанпа ĕçлет. Кунта вĕреннĕ пациент- сене вăл мĕнле витĕм кỹнине тĕрĕслени çакна кăтартса пачĕ: бронх астми çивĕчленнипе больницăна хунисен йышĕ сахалланнă, киле васкавлă пулăшу чĕнесси чакнă. Енчен те сире бронх астми диагноз лартрĕç пулсан алла усмалла мар. Чире çĕнтерме сире тухтăр пулăшĕ, çапах та пациент хăй те чирпе активлă кĕрешни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăнăçу тухтăрпа пациент пĕрле вăй хунинчен килет.

Т. ЖУКОВА, участокри врач терапевт

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика